Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрлăх урокĕ

о Февралĕн 23-мĕшĕ - Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ

Паттăрлăх урокĕ

Районти тĕп библиотекăра Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Çак мероприятие Çĕр-шыва хỹтĕлекенсен кунне тата Совет салтакĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 17 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ. Паттăрсене асăнса 1991 çулхи майăн 9-мĕшĕнче поселокра палăк уçни çинчен Ю.Ефимов тĕплĕн каласа пачĕ (райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ). Район хаçачĕ йĕркеленĕ "Тухмасть асран Афганистан" конкурса хутшăннă 9 "б" класра вĕренекен Дима Кудряшов çĕнтерỹçĕ пулни çинчен хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев пĕлтерчĕ, асăнмалăх парне парса чысларĕ. Дима хăйсен çемйи çинчен каласа пани пурне те интереслентерчĕ.

Çакăн пек мероприятисем ỹсекен çамрăк ăрăва иртнине асра тытма, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентессе шанас килет.

Э. ДЕМЬЯНОВА,
библиотекарь.


22 февраля 2006
00:00
Поделиться