Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуррине сыхласа хăварасчĕ

Пуррине сыхласа хăварасчĕ

"Пурлăха пухма пин кун - салатма пĕр кун", - тенĕ мĕн авалтан. Ку чăннипех те çапла. Районта чылай хуçалăхсем саланса пĕтнĕпе пĕрех. Хăшĕ-пĕрисене панкрута кăларнă. Мĕн пуррине сыхласа хăварас тĕллевпе çитрĕç районти яваплă çынсем Кавал ялне.

Мĕн ĕлĕкрен кĕрлесе тăракан пасарлă Кавал ялĕнче хуçалăх пĕтсе ларас патнех çитнĕ. Виçĕ-тăватă çул хушшинче темиçе пуçлăх та улшăнса пăхрĕç, усси пулмарĕ. Пурте хăйне майлă ĕçлерĕç. Халĕ хуçалăхра ĕçе тухакан 28 çын. Виçĕ пуç ĕне тата пĕр лаша, ыттисене ял халăхне салатса панă. 2005 çулта 20 килограмм аш-какай тата 17,4 центнер сĕт сутнă. Кăçал пĕр тумлам сĕт те сумаççĕ. Кĕскен каласан, хуçалăх ĕçĕ чарăнса ларнă темелле. Паянхи куна патшалăх умĕнче пысăк парăмра, кунĕ шăвать - парăмăн проценчĕ ỹсет. Кавалти лару-тăрăва лăпкăн йышăнма пултараймарĕç район пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрремĕш заместителĕ Г.Петрова тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Л.Петров. Вĕсем Кавал çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Галина Ивановна, çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе çитĕннĕскер, хăй вăхăтĕнче "Дружба" хуçалăха çукран пура кăларма пултарнă, ĕçĕнче опытпа паллаштарчĕ тата Чăваш Енре пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем çинчен ăнлантарчĕ. Уйрăмах "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕ пирки чарăнса тăчĕ. Халĕ пĕрлешỹсемпе фермерсене кăна мар, уйрăм çынсен хуçалăхĕсене те ял хуçалăх продукцине туянассине йĕркелесе çăмăллăхлă кредитсем парасси пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ Г.Петрова. Çак ыйтупах ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Л.Петров та тухса калаçрĕ. Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Н.Ивановăн та калаçăвĕ хуçалăх йывăр лару-тăрури пиркиех пычĕ.

Юлашкинчен, Кавалти хуçалăхра мĕн пуррине сыхласа хăварас тесе общество тăвассипе килĕшрĕç, ку тапхăрăн ĕç-хĕлне васкавлăн вĕçлессипе мерăсем йышăнма палăртрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



22 февраля 2006
00:00
Поделиться