Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Воин-интернационалистсене халалласа

Воин-интернационалистсене халалласа

Оборонăллă-массăллă уйăхлăха хутшăнса тата совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă куна халалласа иртнĕ вырсарникун Вăрмар поселокĕнчи афганецсене асăнса лартнă палăк умĕнче ирттернĕ митинга район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ, районти çар ĕç комиссарне М.Пуклакова сăмах пачĕ.

Пухăннисене çавăн пекех район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова саламларĕ.

Çĕнтерỹçĕ-салтак тата воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăксем çине çамрăксем хыр-чăрăш лăссинчен тунă гирляндăсем хучĕç.

Интернационалла тивĕçе пурнăçласа Афганистанра пуç хунă ентешсене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ.

Митинг вĕçленнĕ хыççăн афганецсене район пуçлăхĕ В.Кириллов йышăннă.

Çав кунах районти пĕрремĕш вăтам шкулта патриотла юрăсен фестивальне тата пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл перессипе ăмăртусем ирттернĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



22 февраля 2006
00:00
Поделиться