Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы Урмарского района с Днем защитника Отечества

Вăрмар районĕн çыннисем, çĕр-шывăн хаклă хỹтĕлевçисем, вăрçăсен тата Хĕç-пăшаллă Вăйсен участникĕсем, ветеранĕсем!

Сире пĕтĕм халăхăн уявĕ - Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси Раççейĕн кашни гражданинĕн сăваплă та таса тивĕçĕ шутланнă. Хĕç-пăшаллă Вăйсем паян та тăван патшалăхăмăр хăрушсăрлăхĕн тата мирлĕ ĕç сыхлавĕн шанчăкĕ пулса тăраççĕ.

Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварассишĕн паттăррăн çапăçнă тата ырми-канми ĕçленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе ытти мĕн пур ветерансен умĕнче эпир пуç тайма тивĕç.

Аслă Отечественнăй вăрçăн çулĕсенче чăваш халăхĕн çĕр пин ытла ывăл-хĕрĕ çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн тата никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйĕн пурнăçне панă. Çапла пирĕн, Раççей çыннисен, яланах çĕр-шыв тĕреклĕхне çирĕплетессишĕн тата çар кирек хăçан та пашалăхăн тăнăçлăхĕн шанчăкĕ пултăр тесе тăрăшмалла.

Вăрçă хыççăн çуралнă ăрусен те нумай терт-нуша тỹсме тивнĕ. Вĕсен çар служби тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенчи хĕç-пăшаллă хирĕçỹ вырăнĕсенче иртнĕ. Çав хăрушă самантсенче Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсен ачисемпе вĕсен мăнукĕсем хăйсен ятне яман.

Паян Хĕç-пăшаллă Вăйсем йывăр тапхăра тỹссе ирттереççĕ. Çапах та хĕсмет çыннисем хăйсен тивĕçĕ, тупа туни çинчен самантлăха та манмаççĕ, мухтавлă йăласене малалла тăсаççĕ. Чечен Республикинче мир тăвас, Раççейĕн чикĕвĕсене сыхласа хăварас тесе Раççей Федерацийĕн çарĕсем çапуçусене хутшăнаççĕ, ырă пуласлăхшăн тăрăшаççĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă Оттечественнăй вăрçин ветеранĕсене, интернационалист-салтаксене, хĕрỹ вырăнсенчи вăрçăсене хутшăннисене тăнăçлăха тата чикĕсен никам тĕкĕнменлĕхне сыхласа хăварас ĕçри паттăрлăхшăн, çамрăк салтаксене çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх, вăй-хал, салтак пурнăçĕнче тата мирлĕ ĕçре ăнăçу сунатăп.

Вăрмар район пуçлăхĕ                     В.Н. Кириллов



23 февраля 2006
00:00
Поделиться
;