Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Правилăсене çирĕп пурнăçлани кирлĕ

о Пушар хăрушсăрлăхĕ

Правилăсене çирĕп пурнăçлани кирлĕ

Иртнĕ çул пирĕн районта пушарсем 423 пин тенкĕлĕх тăкак кỹчĕç, 11 çыннăн пурнăçĕ вут-çулăмра вăхăтсăр татăлчĕ. Икĕ çын çунса айăпланчĕç. Патшалăхăн районти пушар надзор пайĕ тĕрлĕрен предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсем тата уйрăм çынсем пушар правилисене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслет. Çак ĕçе вăл ятарласа тунă графике пăхăнса туса пырать. Инспекторсем икĕ çулта пĕр хутчен кăна тĕрĕслеме пултараççĕ. Çĕнĕрен регистраци тунă предприятисене виçĕ çул хушши тĕрĕслеме юрамасть. Çакна кура питĕ нумай çĕрте пушар правилисене пăхăнмаççĕ. Хальхи вăхăтра пушар правилисене "Вăрмарти сĕт завочĕ" уçă акционерлă общество, "Шоркистринский" кооператив, Вăрмарти РОСТО автошкулĕ тата ытти хăш-пĕр предприятисемпе организацисенче пăхăнмаççĕ. Культура объекчĕсем пушар правилисене пăхăнса ĕçлесшĕнех мар. Урнарти культура çуртĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене халĕ те пĕтермен.

Пушар правилисене пурнăçламаншăн чи малтан предприятисемпе организацисен ертỹçисем тата вырăнти влаç яваплă.

Районта тĕрĕслемелли тĕрлĕрен объектсем 400 яхăн шутланса тăраççĕ. Инспекторсем иккĕн кăна. Темле тăрăшсан та кашни объекта вăхăтра тĕрĕслесе тăма майсем, тухса çỹреме техника çук. Çавăнпа кашни çыннăн харпăр-хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйни кирлĕ. Инспекторсем хушнă мероприятисене вăхăтра пурнăçламалла. Хальхи саккунпа предприятисемпе организацисен ĕçне суд урлă кăна чарса лартма пулать. Хăш-пĕр чухне хушнă мероприятисене пурнăçламаншăн мерăсем те йышăнма тивет. Халĕ юр нумаййине пула ялсене пушар машинисемпе кĕме йывăр. Чулкас, Кавал, Пысăк Енккасси ялĕсенчен çакăн пирки пĕлтереççĕ.

Районта планпа пурĕ 17 пушар автомашини хутра пулмалла пулсан - 10 кăна юсавлă. "Рассвет" хупă акционерлă общество ертỹçи хуçалăхри автомашинăна дежура тăратассишĕн нимĕн те тумасть.

Кăтартса хăварнă тĕслĕхсемпе татса паман ыйтусем юлашкинчен пысăк тăкаксем патне илсе çитереççĕ.

В. ХОВАНСКИЙ,
районти патшалăх пушар
хуралĕн пайĕн пуçлăхĕ.


01 марта 2006
00:00
Поделиться