Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Росгосстрах вăхăтпа тан утать

Росгосстрах вăхăтпа тан утать

2006 çул тĕлне Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн начальникĕ А.АНТОНОВА каланă тăрăх, филиал страховани рынокĕнче курăмлă кăтартусен шайне çĕкленнĕ. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхпа 480 пин ытла килĕшỹ туса алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ инкек тỹснисене 112 миллион тенкĕне яхăн саплаштару укçине тỹлесе татнине шута илес пулсан, страхлакан компани ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех пысăкки тата уçăмли куç кĕретех.

Росгосстрах инкек-синкеке пула шар курнă çынсене вăхăтра саплаштару укçи-тенкине парса пулăшас енĕпе çине тăрса тĕллевлĕн ĕçлет.

Росгосстрах халăхăн тĕрлĕ сийĕн ыйтăвĕсене шута илсе хăйĕн страховани продукчĕсене вĕсем ыйтнă пек йĕркелеме тата виçеллĕ тума тăрăшни, филиалăн ят-сумĕ анлă пулни тата меллĕ ĕç вăхăчĕ, страхлакан агентсем тăрăшни йĕркеллĕ ĕç-хĕл никĕсĕ пулса тăраççĕ.

Росгосстраха страховани рынокĕн ветеранĕ теме те пулать. Кăçал 85 çул тултаракан компани ĕç-хĕлне тишкерсе пăхас пулсан, унăн ĕмĕрĕ тата вун-вун çула тăсăласси пĕрре те иккĕлентермест. Пысăк устав капиталĕ, страховани резервĕсем тата активĕсем компанин çирĕплĕхне тата шанчăклăхне çирĕплетсе параççĕ. Çав-çавах паянхи кун вăл мĕн пуррипе çырлахса ларма шутламасть. Халăха тивĕçтерекен çĕнĕ меллĕрех тата йỹнĕрех страховани продукчĕсемпе условисене пурнăçа кĕртсех пырать, регионти лару-тăрăва кура страховани продукчĕсене страхлакансемшĕн мĕнлерех туянма тăрăшать, сервис шайне куллен-кун лайăхлатса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Росгосстрах халăх компанийĕ пулса тăнă.

Паянхи кун йăлана кĕнĕ страховани тĕсĕсемсĕр - çурт-йĕре, пурлăха, пурнăçа инкек-синкекрен страхланисĕр пуçне - Росгосстрах автогражданла яваплăха та страхлать. Хăш-пĕр компанисем транспорт хуçисен обязательнăй майпа страхланин гражданла яваплăхĕ (ОСАГО) регионсенче ĕçлеме ирĕк çухатнă пулсан, Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕ паянхи кун (ОСАГО) рынокĕн 50 проценчĕ патне тытса пырать.

Пурнăç кăтартнă тăрăх, ку енĕпе клиентсен пысăк базине тытакан, тăкаксене тĕрĕс саплаштаракан, страхлас ĕçĕн чылай тĕсне пурнăçлакан пысăк опытлă компанисем çеç ĕçлеме пултараççĕ.

Патшалăх январĕн 1- мĕшĕнчен пуçласа автомашинăсене страхламалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Маларах 10 пинтен сахалтарах çын пурăнакан хуласемпе ялсенче 0,4 коэффициент, 10 пинрен пуçласа 50 пин таран пурăнакан хуласенче - 0,6 коэффициент пулнă пулсан, халĕ пурин валли те 0,5 коэффициент туса хунă. Çавăнпа халĕ Вăрмар районĕнче пурăнакансемшĕн вăтам 0,5 коэффициент палăртнă.

2004 çултанпа уйрăм çынсемпе предприятисене страхламалли продуктсен йышĕ палăрмалла ỹсрĕ, çакна рынок экономикин "Ыйтнине кура сĕнỹсем" текен саккунĕ тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Росгосстрах вара унăн кăтартуллă тĕслĕхĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Страхлакан компани вăтам тата пĕчĕк бизнес валли ятарласа Росгосстрах Бизнес страховани продукчĕ хатĕрленĕ хыççăн предприятисемпе тата уйрăм предпринимательсемпе Росгосстрах хушшинчи ĕçтешлĕх хутшăнăвĕсем йĕркеленсе тата çирĕпленсе пыраççĕ. Росгосстрах республикăра ăнăçлă тата кал-кал аталанакан страхлакан компани шутланать. Вăрмар районĕнче Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн страхлакан уйрăмĕ ĕçлет. Вăл Вăрмар поселокĕнче, Ленин урамĕнчи 10 çуртра вырнаçнă. Унăн пуçлăхĕ Альбина Анафимовна Антонова страхлакан уйрăмăн паянхи ĕç-хĕлне сăнласа парать.

"Пирĕн районти страхлакан уйрăм хальхи вăхăтра (ОСАГО) килĕшĕвĕсене малалла тăсассине, çурт-йĕре тата пурлăха вут-çулăмран тата ытти хăрушлăхран страхлассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать.

Тимлĕ пулмаллине пĕлетпĕр пулин те, темшĕн-çке пушарсен шучĕ чакмасть. "Страхламалла пулнă çав", - тесе кайран ỹкĕнекенсем сахал мар. Ăнланмалла ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри ялта чăнах та укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пурăнать. Анчах çурт-йĕре страхлама хывакан укçа кайран пин хут таврăнма пултарассине манмалла мар.

Уйрăм çынсен пурлăхне страхлассине вăйлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ Росгосстрах Кил программа халăхра анлă сарăлса пырать. Тепĕр тесен, полис çынсен пурлăхне, ăна пуçтарма хывнă укçа-тенкĕне çеç хỹтĕлемест. Вăл инкекрен хăрамасăр пурăнма хăват парать, ăнсăртран инкек тỹснисене вара йывăр лару-тăруран тухма пулăшать. Çак программăпа пĕтĕмĕшле илсен, тĕп çурта, шалта капăрлатнине, хуралтăсене, килти пурлăха, кỹршĕсем умĕнчи яваплăха страхлама пулать. Пур килĕшỹре те страхлакан объектсен йышĕнче - тĕп çурт. 150 пинрен йỹнĕрех çуртсене "Классика-Эконом", 600 пинрен хаклăраххисене - "Престиж", вăтам хаклисене - "Классика" тăрăх страхлаççĕ. Мартăн 31-мĕшĕччен çурт-йĕре страхламалли ятарлă кампани пырать.

Страховани тĕслĕхĕсем (сиен кỹме пултаракан хăрушлăхсем): кĕтмен инкек-синкек, пушар, сирпĕнни, шыв, ăшă, канализаци тата пушар сỹнтермелли системăсем юрăхсăра тухни, çавăн пекех çав системăсем пĕчĕк температура пулăмĕпе сиенленни, транспорт хатĕрĕ пырса кĕни, объект çине йывăр е вĕçекен аппарат е унăн пайĕсем ỹкни, страхланă çурта кỹршĕсен пỹлĕмĕнчен шыв кĕни, çут çанталăк кỹнĕ инкексем, асар-писер çил-тăман, тайфун, çил-тăвăл, çĕр чĕтренни, шыв илни, пăр çапни, халиччен пулман атмосфера ỹкĕвĕсем, аçа çапни, çĕр йăтăнса е çурăлса кайни, çынсем сиен кỹни, çуртăн е килти пурлăхăн уйрăм пайĕсене вăрлани, тапăнса çаратни, ватса çĕмĕрни, пĕлсе тăрсах çурт-йĕре сиен кỹни. Страховка виçине (суммине) çуртăн чăн хакне кура палăртаççĕ. Килĕшĕве çулталăка е 3 çуллăха тăваççĕ", - тет А.Антонова пуçлăх.

Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн суту-илỹ офисĕсенче (ОСАГО) полисĕсене туяннă автомобильсен хуçисем хушшинче парнесем выляттарнă. Тĕп парне - THOMSON 29 DM " DVD - плеера Вăрмарти ДРСУ выляса илнĕ.

"Вылявра хутшăнакансен йышне кĕни питĕ кăмăллă пулчĕ, телевизорне илме тата кăмăллăрах. Эпир хамăр автотранспорта яланах Росгосстрахра страхласа пынă. Ку хутĕнче вылявра çĕнтереймен водительсен кулянма кирлĕ мар. Росгосстрахпа тачă çыхăну тытăр çеç, ăнăçу пулатех. Эпĕ вара çакăн пек парнешĕн Росгосстраха тав сăмахĕ калатăп, малашне те хамăрăн пурлăха Росгосстрахрах страхлăп" , - кăмăллăн палăртрĕ предприятин тĕп механикĕ С.Яковлев, парнене Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ А.Пирожков аллинчен илнĕ май.

Яланхи пекех Росгосстрах малашне те хăйĕн яваплă ĕçне çирĕп пурнăçлĕ. Унăн тĕллевĕ - йỹнĕ те меллĕ страховани продукчĕсем сутса Раççей гражданĕсен пуянлăхне хỹтĕлесси.

З. ПАВЛОВА.



01 марта 2006
00:00
Поделиться