Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Ивановсене асăнса

о Спорт

СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Ивановсене асăнса

Энĕшпуç тăрăхĕ сахал мар паллă спортсменсемпе палăрса тăрать. Çак ялта Н.Никифоров, В.Дмитриев, В.Федотов, В.Сергеев, С.Николаев, Г.Михайлов, С.Сергеев, С.Васильева, Ю.Иванов, Г.Иванов тĕнче класлă, СССР тата РФ спорт мастерĕсем ỹссе çитĕннĕ. Тен, çавăнпа та Энĕшпуçĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансем нумай. Вĕсем тăрăшнипе хăйсен ентешĕсене, СССР спорт мастерĕсене, пĕр тăван Ивановсене асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Çанталăкĕ те çак кун ăмăртăва йĕркелекенсен тата хутшăнакансен кăмăлĕсене тивĕçтерес терĕ тейĕн: малтанхи шартлама сивĕсем лăпланчĕç, ăшăтса ячĕ, сарă хĕвел йăл кулчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле ял варринчи палăк умне Чăваш тата Тутар Республикисенчи хуласемпе ялсенчен килсе çитнĕ йĕлтĕрçĕсемпе хăнасем йышлăн пухăнчĕç. Хисеплĕ хуралта пушар службин офицерĕсем пулни те уяв сумне çĕклерĕ.

Хамăр ентешсене асăнса ирттерекен митинга Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов уçрĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, Г.Ивановăн аслă ывăлĕ, "Шоркистринский" кооператив пуçлăхĕ И.Иванов, Н.Афанасьев подполковник, пушар службин ветеранĕ В.Нягин полковник пĕр тăван Ивановсен ырă та пархатарлă ĕçĕ манăçа юлманни, вĕсене асра тытса пыни, сывă пурнăç йĕркине çамрăксен хушшинче аталантарни паха тата пысăк ĕç пулни çинчен каларĕç.

Митинга ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Григорьев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Захаров, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн офицерĕсем, ЧР пушар службин ветеранĕсен совечĕн пуçлăхĕ Г.Фадеев, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, ЧПУ физвоспитани кафедрин доценчĕ Н.Кузьмина, Энĕшпуç лесничествин лесничийĕ Н.Григорьев тата ытти нумай яваплă ĕçченсем, спорт ветеранĕсем, çывăх тăванĕсем хутшăнчĕç.

Ăмăртăвăн аслă судйи Н.Изосимов спортсменсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн митинга пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хурса пĕр тăван Ивановсем çуралса ỹснĕ çурт патне пухăнчĕç, асăну хăми уçрĕç. Пухăннă халăх пĕр минута шăпланса тăчĕ. Виçĕ хутчен сывлăша çурса пăшал сасси кĕрлерĕ. Тỹпере тĕрлĕ тĕслĕ выляса салют хĕмĕ сапаланчĕ. ЧР гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ.

Асăну хăми уçнă май Юрий тата Геннадий Ивановсемпе пĕрлĕ ĕçленĕ, вĕсене лайăх пĕлнĕ ЧР пушар службин ветеранĕсен совечĕн пуçлăхĕ Г.Фадеев подполковник сăмахĕ витĕмлĕ пулчĕ. "900 яхăн ветеран шутланса тăрать пирĕн канашра. Анчах пĕр тăван Иванов офицерсем евĕр пултаруллă çынсем сахал. "Кайăк тĕкĕпе илемлĕ - çын ĕçĕпе", - тесе ахальтен каламан пулĕ çав ватăсем. Ара, çĕр çинче пурăнса ырă ят хăварнă çынна епле манăн, асра тытмăн, енчен те вăл пирĕншĕн, ялшăн, тăван тăрăхшăн тăрăшнă, ĕçленĕ пулсан. Асăну хăми уçни çакна çирĕплетет те", - терĕ вăл.

Унтан ăмăртăва хутшăннисем 8 ушкăна пайланса ял хĕрринчи стадиона пуçтарăнчĕç. Шупашкар, Зеленодольск, Вăрмар, Лапсар, Тĕрлемес, Мăнçырма, Кавал, Çĕнĕ Кинчер, Пинер, Аслă Чак, Чупай тата ытти хуласемпе поселок, ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ 160 яхăн спортсмен старта тухрĕç. Ăмăртусем питех те çивĕч иртрĕç. Вырсарникун Энĕшпуçсемшĕн чăнах та спортпа сывлăхăн тĕлĕнмелле уявĕ пулчĕ. Виçĕ çулхи ачапа сакăр теçетке урлă каçнă ватă та йĕлтĕр çинче иккен. Вăрмарти Н.Михайлов, Мăнçырмари Г.Мефодьев, Кавалти В.Лирзай, Çĕнĕ Кинчерти В.Арманов спорт ветеранĕсем çамрăк ăрăва тĕслĕх кăтартрĕç. Ăмăрту ят-сумне Наталья Кузьмина, ЧПУ физвоспитани кафедрин доценчĕ, ветерансем хушшинче 4 хут тĕнче чемпионĕ пулнăскер хутшăнни тата çỹле çĕклерĕ.

Мала тухнă спортсменсене спонсорсем хаклă парнесем пачĕç. Энĕшпуçсем çак ăмăртура тĕрлĕ ушкăнсенче чăннипех те маттур пулнине кăтартрĕç.

Улттăмĕш çул ĕнтĕ СССР спорт мастерĕсене пĕр тăван Ивановсене асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Çулсерен спорт уявĕн ячĕ-сумĕ çирĕпленсе, çĕкленсе пырать, уяв районта çỹллĕ шайра ирттернипе палăрса тăрать. "Тен, малашне çак асăннă уява республика шайĕнче ирттерсен аванрах пулĕ", - терĕç уява хутшăннисем.

П. АЛЕКСЕЕВ.



01 марта 2006
00:00
Поделиться