Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăйлисем çĕнтерчĕç

о Спорт

Вăйлисем çĕнтерчĕç

Армспорт енĕпе республикăра мала тухассишĕн районти Спорт çуртĕнче ирттернĕ уçă чемпионата Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕпе педуниверситетăн, В.Соколов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, çамрăксен "Патриот" çарпа спорт центрĕн, Шупашкар, Çĕрпỹ, Комсомольски тата пирĕн район спортсменĕсем хутшăнчĕç. Ăмăртăва Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунне тата çамрăксен Шупашкарти "Патриот" çарпа спорт центрĕ 5 çул çитнине халалларĕç.

Ăмăртăва хутшăннисене район пуçлăхĕ В.Кириллов саламларĕ.

- Пултаруллă спортсменсене Вăрмар çĕрĕ çинче кĕтсе илме эпир яланах хавас. Спорт вăл - сывлăх, ĕçлеме вăй-хал хушать, кăмăла çĕклет. Пурне те ăмăртура ăнăçусем сунатăп, - терĕ Вячеслав Николаевич.

Федераллă инспекторăн пирĕн республикăри помощникĕ Ю.Спиридонов спортсменсене саламланă май, районта спорта аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн район пуçлăхне В.Кириллова тата райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхне Г.Петровăна Тав хучĕсем пачĕ.

Армспорт енĕпе федерацин республикăри президенчĕ И.Смоленцев ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.

Алă вăйне виçес енĕпе хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеме республикăра кăна мар, Раççейре чапа тухнă çамрăксем те сахал мар килнĕ кунта. Апла пулин те Вăрмарсем парăнмарĕç. Чылайăшĕ призсене тивĕçрĕ. 51 килограмм виçеллĕ хĕр ачасем хушшинче Мăнçырмари Т.Семенова пĕрремĕш вырăна тухрĕ. 90 килограмм таяканнисем хушшинче Энĕшпуçĕнчи В.Степанов никама та выляса ямарĕ, чемпион ятне çĕнсе илчĕ.

Çавăн пекех хăйсен виçисенче М.Матвеева (Шăхаль), С.Александрова (Вăрмар поселокĕ) - иккĕмĕш, Н.Михайлов, А.Петрова, Е.Ахвандерова, Д.Лукин, А.Войков виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. А. Молостовкинăн тăваттăмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ.

Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе, дипломсемпе наградăларĕç, хаклă парнесем пачĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



01 марта 2006
00:00
Поделиться