Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăс-хакăл çутлăхне - ачасене

о Воспитани

Ăс-хакăл çутлăхне - ачасене

"Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тенĕ мĕн авалтанпах ватă кинемейсемпе мучисем. Шкул çулĕчченхи ачасене нравственность тĕлĕшĕнчен воспитани парас тĕп ыйту тавра калаçрĕç Вăрмарти 3-мĕш номерлĕ "Зоренька" ача садне методпĕрлешĕве пуçтарăннă районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕсем, районти ача сачĕсен заведующийĕсемпе воспитательсем, музыка руководителĕсем.

2006 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" тесе пĕлтернĕ. Кăçал "Ырă ĕçсен çулталăкĕ" пулнине те пурте пĕлеççĕ паллах. Ачасене ырă ĕçсем тумалли, пĕр-пĕрне ырă сунмалли, транспортра, çул çинче, обществăра хăйсене мĕнле тыткаламалли, ăшă кăмăллă тата сăпайлă пулсан кăна тус-юлташсем тупма пултарни çинчен çирĕплетсе ачасемпе кăтартуллă вĕрентỹ вăййи ирттерчĕç.

Ачасемпе, кунта пухăннă воспитательсемпе, заведующисемпе тĕл пулса калаçма ятарласа Мăнçырмари Тихвински Турă Амăшĕн чиркĕвĕн пачăшкипе Леонид аттепе матушка килсе çитнĕ.

Леонид атте ăс-хакăл культурине ача садĕнчен пуçламалли, вĕсене воспитани парас ĕçре ăс-хакăла упраса хăварас, аталантарас, пулас ăрăва тĕрĕс çул çине тăратма пулăшас ĕçре яваплă пулмалли çинчен каларĕ. "Пурлăхпа пуян пулса ăс-хакăл енĕпе чухăн пулсан пирĕн пурнăç шайĕ самай чакма пултарать, малалла пысăк çитĕнỹсем тума çук. Чун çинчен, кăмăл çинчен манса кайсан, тăнăçлăх та, ырлăх та вĕçленет. Ăс-хакăл культури кашни çынрах, вĕсен чун-чĕринче пулмалла, таса шухăшлă, чунтан ĕненỹллĕ пулсан кăна этем пуян пулать", - терĕ Леонид атте.

Ача сачĕн заведующийĕ М.Петрова çĕнĕ ăрăва ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен воспитани парса çитĕнтересси çине уйрăммăн тимлесе пăхмалли çинче чарăнса тăчĕ.

Пухура çавăн пекех Вăрмарти I номерлĕ, "Березка", Мăнçырмари, Кивĕ Вăрмарти, Тикашри ача сачĕсен воспитателĕсем, районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Л.Кашмакова тухса калаçрĕç, ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçе вăйлатасси çинчен каларĕç.

В. ГУРЬЕВА.



04 марта 2006
00:00
Поделиться