Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăста педагог

о Ят-сум

Ăста педагог

Арапуç ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă Валерий Иванович Кузьмин. Мĕн пĕчĕкренех пĕлỹ тĕнчине туртăнаканскер ялта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн ашшĕ çулĕпех каять - Канашри педагогика училищине çул тытать.

1964 çулта учитель дипломне алла илет. Педагогика ĕçĕнчи пĕрремĕш утăмĕсем унăн Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчи вăтам шкулта пуçланаççĕ. Кунта малтанласа направленипе килнĕ тăрăшуллă студент чăваш чĕлхипе литературине, математика предмечĕсене вĕрентет, хăй кăмăлланă предметсен вăрттăнлăхĕсене ачасене уçса парассишĕн çине тăрса ĕçлет. Çĕнĕ йыш та çамрăк вĕрентекене хапăл тăвать.

Виçĕ çул хушши çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван ялне таврăнать, тĕрлĕ ялсенче учительте вăй хурать.

1968 çултан пуçласа тăван ялĕнче - Арапуçĕнче сакăр класс вĕренмелли шкулта тĕпленет. Кунта та тĕрлĕ предметсем вĕрентме тивнĕ унăн.

Анчах та, канăçсăрскер, пĕлỹ шайне татах ỹстерме шутлать, Шупашкарти педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче куçăмсăр уйрăма вĕренме кĕрет. Шел пулин те, хăйĕнчен килмен тĕрлĕ сăлтава пула вĕренỹ татăлать. Çапах та пуçне усмасть хастар вĕрентекен, 1974 çулта Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмĕнче куçăмсăр майпа вĕренме пуçлать. Çав вăхăтрах юратнă ĕçĕнче те ĕлкĕрсе пырать.

Вĕренекенсем вăл ирттерекен уроксенче тимлĕн итлесе лараççĕ. Усăлли те, кăсăкли те нумай каласа кăтартать вăл.

Çапла шкулта 41 çул ĕçлет Валерий Иванович. Çав шутран 17 çулне директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать. Çак должноçра паянхи кунччен те вăй хурать: учительсене пулăшса, хавхалантарса пырать.

В.Кузьмин чăн малтанах ăста педагог, пултаруллă спортсмен. Акă, унăн вĕренекенĕсем район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче, спорт мероприятийĕсенче малти вырăнсене час-часах йышăннă, йышăнаççĕ те.

Тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн район администрацийĕнчен тата вĕрентỹ пайĕнчен панă Хисеп хучĕсем чылай унăн, "Ĕç ветеранĕ" медаль та пур. Арăмĕпе - Римма Николаевнăпа (сăмах май, нумай çул хушши районти ресторанта аслă повар пулса вăй хунă) 2 ывăлпа 1 хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Ырă кăмăллă, тараватлăскерне кỹрши-арши те, тăванĕсем те, ял-йыш та хисеплет, сума сăвать.

И. АНТОНОВА,
обществăлла корреспондент.



04 марта 2006
00:00
Поделиться