Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Граждансен интересĕсемшĕн

о Медицина страхованийĕ

Граждансен интересĕсемшĕн

"Шупашкарти страхлакан больница касси" МУПăн виççĕмĕш номерлĕ филиалĕн Вăрмарти представительствин тĕп ĕçĕ страхланнисен прависене хỹтĕлесси пулса тăрать.

2005 çултан тытăнса Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенче пурăнакансенчен чылайăшне "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУП полисĕсене параççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă? Ку ыйту çине "Шупашкарти страхлакан больница касси" Сĕнтĕрвăрринчи виççĕмĕш номерлĕ филиалĕн директорĕ Галина Васильевна КАРАМАЛОВА хуравлать.

- Обязательнăй медицина страхованийĕнче рынок конкуренцийĕ ỹссе пынă май çак ĕçе пысăк компанисем çеç малалла тăсма пултараççĕ. Çакна шута илсех страхлакан пĕчĕк организацисене Раççейĕпех пĕрлештерчĕç. Иртнĕ çултан тытăнса эпир "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУП йышне кĕрсе хамăр филиалта Вăрмар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакансене пăхса тăратпăр. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ирттернĕ йывăр кĕрешỹре тендер çĕнсе илсе Чăваш Енри ĕçсĕр юлнă халăха пăхса тăма пуçларĕ.

- Сирĕн ĕçĕрте мĕн те пулин улшăнчĕ-и?

- Малтанхи пекех эпир хамăр тĕп ĕçе пурнăçлатпăр: медицина страхованийĕн полисĕсене паратпăр, медицина пулăшăвĕ парассипе граждансене консультацилетпĕр, ĕçри çитменлĕхсене пĕлтерсе çырнă çăхавсене пăхса тухатпăр, Вăрмар район больницине укçа-тенкĕпе тивĕçтеретпĕр. Реорганизаци тунă хыççăн страхланă çынсене пăхасси лайăхланни иртнĕ çулах палăрчĕ. Чи пахи вара - вĕсене "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУПăн квалификациллĕ юрисчĕсенчен пулăшу ыйтма май туса пани, кирлĕ пулсан, хăйсен интересĕсене судра хỹтĕлеме пултарни. Хальхинче пирĕн ун пек вăйлă юридици служби пулман.

- "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУПăн пахалăхлă медицина пулăшăвĕ панине тĕрĕслекен пайĕн специалисчĕсем пациентсен правине хỹтĕлессипе ĕçлеççĕ. Çавăнпа пĕрлех штатра тăман 50 эксперт-врач филиалти, тĕп предприятинчи врач-организаторсен хушăвĕпе çеç мар, страхланнисен ыйтăвĕпе те медицина экспертизисем ирттереççĕ. Медицина облаçĕнче вĕсем авторитетлă, пысăк квалификациллĕ специалистсем. Вĕсен йышĕнче пĕрремĕш тата аслă категориллĕ врачсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем - 5, медицина наукисен кандидачĕсем - 4. Çавăн пекех 2 профессор.

Филиалсемпе представительствăсем йĕркелени республикăра пурăнакансене пахалăхлă çăмăллăхсем илме май пачĕ. Чăваш Енре пирĕн полиспа паян 1 миллион ытла çын усă курать. Палăртмалла: "Шупашкарти страхлакан больница касси" ĕçлемен халăха çеç мар, Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене те страхлать.

- Галина Васильевна, çĕнĕ условисенчи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ мĕнле?

- Иртнĕ çул медицина учрежденийĕсене эмелсем туянма, стационарта сипленекенсене апат çитерме, медицина работникĕсене ĕç укçи тỹлеме паракан укçа-тенкĕ ỹсрĕ. Пирĕн патăрта страхланнă çынсене сыватма эпир Вăрмар район больницине 2005 çулта - 15,0 млн. тенкĕ укçа куçарнă, çак вăхăтрах компьютерпа модем илме 20,6 пин тенкĕ ярса панă. Çак учрежденири медицина ĕçченĕсене профилактика прививкисем тума 21,2 пин тенкĕ уйăрнă. Сирĕн район больницин медработникĕсен квалификацине ỹстерме 15,0 пин тенке яхăн куçарнă.

Паллах, тĕллевлĕ ĕçсем те сахал мар. Ĕçтешсем, "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУП пуçлăхĕсем пире ăнланни тата пулăшса пыни малашне те лайăхрах ĕçлеме хистет. Страхланнă çынсене шантарсах калатпăр: эпир паян сире çирĕп хỹтĕлеме тата пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама пултаратпăр.

Пирĕнпе çыхăнмалли телефон: 2-19-41.

В. ГУРЬЕВА калаçнă.



04 марта 2006
00:00
Поделиться