Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă кун-çул

о Санăн çыннусем, район

Пархатарлă кун-çул

Энĕшпуç ялĕ ятлă-сумлă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çĕр-шывĕпех чапа тухнă пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Николай Васильевич Яковлев. Вăл 1946 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

Ашшĕ, Василий Яковлевич Яковлев, вăрçă инваличĕ, шкулти çар пĕлĕвĕн руководителĕ, ял Совет председателĕ, колхозра бухгалтер пулса ĕçленĕ. Амăшĕ, Елизавета Никифоровна, колхозра тăрăшнă. Вĕсем икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ.

Н.Яковлев 1960 çулта Энĕшпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Канашри 1-мĕш вăтам шкулта пĕлỹ илет. 1961-1963 çулсенче Вăрнарти профтехучилищĕре вĕренет. Хăйĕн ĕç биографине 1963 çулта республикăри куçса çỹрекен 50-мĕш механизациленĕ колоннăра электрикрен пуçланă. 1965-1968 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. Çартан таврăнсан, тăван ялта клуб заведующийĕнче, "Чăвашремстрой" трестра вăй хунă. 1973-1977 çулсенче - Харьковри юридици институчĕн студенчĕ. Юрист дипломне илнĕ хыççăн халăх судйи пулса тăнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăх сучĕн председателĕнче 10 çул ĕçленĕ.

1987-1990 çулсенче - Чăваш Республикин Аслă сучĕн членĕ. 1990 çулта ăна Чăваш Республикин юстици министрне çирĕплетнĕ. 1993 çулччен çак должноçра вăй хурать. Ку çулсем уйрăмах йывăр та пăтрануллă пулнă. Н.Яковлев министр правосуди ĕçне тата законлăха çĕнĕ шая çĕклес, кадрсен ыйтăвне татса парас, судьясен ĕç условийĕсене лайăхлатас, нотариус служби халăхăн ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтертĕр тесе мĕн пур вăй-халне, тăрăшулăхне парать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1992 çулхи Указĕпе Николай Васильевич Яковлева юстици патшалăх советникĕн 3-мĕш класлă чинĕ (юстицин генерал-майорĕ) ятне панă.

Унăн ĕçне пысăка хурса хакласа 1996 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ" хисеплĕ ятне панă.

Николай Васильевич хăйĕн мăшăрĕпе - Лидия Валентиновнăпа икĕ ача пăхса ỹстернĕ.

Хамăр районăн паллă çынни, пултаруллă юрист, ЧР Аслă сучĕн членĕ, 1990-1994 çулсенче ЧР юстици министрĕ пулса ĕçленĕ,1994 çултан ЧР Аслă сучĕн судьи пулса ĕçлекен ырă ята тивĕç ентеш - Николай Васильевич Яковлев çак кунсенче 60 çул тултарать. Эпир юбилей ячĕпе саламласа инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

И. КРИКОВ,
Энĕшпуç шкулĕнчи
Çар Мухтавĕн музейĕн
руководителĕ.



04 марта 2006
00:00
Поделиться