Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ТĔРЛĔ ЕНЛĔ ĂМĂРТСА

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

ТĔРЛĔ ЕНЛĔ ĂМĂРТСА

Волейбол. Ялсенчи командăсем хушшинче мала тухассишĕн районти Спорт çуртĕнче ирттернĕ турнира пурĕ 10 команда хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Вăрмар поселокĕнчи ветерансен команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кивмăнтăрсем иккĕмĕш пулнă. Куславкка районĕнчи Тĕмшер команди виççĕмĕш вырăна тухнă.

Çĕнтерỹçĕсене район пуçлăхĕ В.Кириллов саламланă, дипломсемпе наградăланă, парнесем панă.

Хоккей. Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев /команда капитанĕ/ ертсе пынипе пирĕн хоккеистсем Тутарстанăн Зеленодольск районĕнчи Нăрлат ял тăрăхĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн Нăрлатра ирттернĕ уçă чемпионата хутшăннă. Вăйă тутарсене çĕнтернипе вĕçленнĕ.

Хĕллехи футбол. Куславккари виççĕмĕш номерлĕ шкул стадионĕнче ирттернĕ усă чемпионата пурĕ тăватă команда хутшăннă. Пирĕн район команди иккĕмĕш вырăна тухнă.

А. КРАСНОВ,
райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкултурăпа спорт енĕпе ĕлекен тĕп специалисчĕ.

МАРАФОНТА ÇĔНТЕРНĔ

Пирĕн ентеш, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренекен Сергей Федоров юниорсем хушшинче йĕлтĕр марафонĕнче 50 километра чупса республикăра мала тухассишĕн Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ ăмăртусенче пысăк çитĕнỹ тунă, çак дистанцие чи малтан вĕçленĕ. Пултаруллă йĕлтĕрçĕсене çитĕнỹ тунă ятпа саламлатпăр.

А. ХОВАНСКИЙ.

УЯВА ХАЛАЛЛАСА

Уява тĕрлĕрен ирттерме пулать. Кивĕ Вăрмарсем вара паллă кунсенче спорт вăййисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕнче те "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин администрацийĕпе профкомĕ, "Улăп" физкультурăпа сывлăх центрĕ" урам командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ йĕркелесе ирттерчĕç. Чи нумай очко пухса пĕрремĕш вырăна Çĕнкас команди тухрĕ.

В. ТОЛМАТОВ.



04 марта 2006
00:00
Поделиться