Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тупăш вучахĕ ан сỹнтĕр

о АПКри реформăсене - пурнăçа

Тупăш вучахĕ ан сỹнтĕр

     "Кайăк - тĕкĕпе, çын ĕçĕпе илемлĕ" тенĕ халăхра мĕн авалтан. Ỹркенмен çынна ĕç илем кỹрет. Юлашки çулсенче районти чылай хуçалăхсем панкрута тухас тапхăр умнех çитсе тăчĕç. Ĕçлеме ỹркенменнисем, никĕсĕ çирĕпписен малтан малаллах талпăнчĕç. АПКри реформăсене пурнăçа кĕртсе пырса çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. Районти çавăн пек хуçалăхсенчен пĕри - "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики. Ку хуçалăха çитсе курса специалистсемпе калаçнă хыççăн вĕсем еплерех ĕçлесе пынипе паллашрăм.

Чи малтанах сăмах çитсе пыракан çур аки пирки пычĕ. Кунти тĕп агроном В.Нарзаев хăйĕн ĕçне планпа туса пырать. Вăл каланă тăрăх, кăçал çур акине Т-150К - 5, гусеницăллă тракторсем - 4, кустăрмаллисем - 6 единица, унсăр пуçне тĕрлĕ автомашинăсем хутшăнмалла. Хальхи вăхăтра кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсаса пĕтернĕ. Хăш-пĕр тракторсене те кĕçех юсаса пĕтереççĕ. Ку енĕпе Г.Эверсков тимĕрçĕ, Г.Судюков, Н.Петров, А.Клементьев, М.Илларионов, С.Дисконтов, В.Васильев, С.Архипов, М.Илларионов трактористсем çав тери хастар ĕçлеççĕ. Пурте çитес çулхи тухăçшăн тăрăшаççĕ. Çуркунне 1140 гектар çине акса хăвармалла, вĕсенчен çурхи тулă 508 гектар, урпа - 440, выльăх пăрçи - 116, соя - 44. Хуçалăхра вĕлле хурчĕсем тытнă май фацели - 32, донник 100 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Кĕрхи культурăсем - 400 гектар. Кăçал пухса илмелли лаптăк 1540 гектар пулать. Вырмана пурĕ 9 комбайн хутшăнмалла. Тыр-пул тата пахча-çимĕç çитĕнтерекен отрасльтен пĕлтĕр чылай тупăш илнĕ. Çитĕнỹ çĕр пулăхлăхне пуянлатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Ку енĕпе вĕсем Куславккари агрохими центрĕпе килĕшсе ĕçлеççĕ, хăйсен вăйĕпе те пĕлтĕр уя 6 пин тонна ытла тислĕк кăларнă.

Паянхи куна хуçалăхра пур вăрлăха та кондицие çитернĕ. Ял хуçалăх ĕçĕ кунта пĕтĕмпех кайăк-кĕшĕкпе çыхăннă темелле. Хуçалăх директорĕ Н.Петров каласа панă тăрăх 2005 çулта 64 пин чăх-чĕп, хур-кăвакал пулнă пулсан паянхи куна кунта - 128 пин. Вĕсенчен 2500 кăркка, хур - 7 пин, бройлер чăхсем 50 пин, кăçал халăх питĕ ыйтнипе 2700 кăвакал та пур, 1-2 уйăхри бройлерсем - 65 пин, çăмарта тăвакан 11 пин чăпар чĕпсем çитес кунсенчех кун çути курмалла. Вĕсене те 1-2 уйăха çитерсе халăха сутма палăртаççĕ. Ăратлă бройлерсен çăмартисене 340 пин штук Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене сутнă. Кайăк-кĕшĕк ăшша ытларах килĕштернине шута илсе чĕп кăларакан цеха газпа ăшăтаççĕ. Кунта ĕçлеме хăтлă та меллĕ. Апачĕ те çителĕклĕ, тутлăхлă пултăр тесе ятарласа сăвакан ĕнесем те тытаççĕ, вĕсем - 45. Çавăнпах пулĕ 2005 çула вĕсем 408 пин тенкĕлĕх тупăшпа вĕçленĕ.

Юлашки вăхăтра кайăк грипĕ пирки чылай калаçаççĕ. Çапах та вĕсем ку чир хăйсен территорине çитмессе шанаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем туса кăларакан продукцие халăх патне çитиччен темиçе тĕрлĕ тĕрĕслеççĕ. Хамăр районти санэпидстанцинчен пуçласа республикăри, Хусанти регионлă лабораторисем таранах. Ку енĕпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче санитари нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ. "Кайăк-кĕшĕк грипĕ уйрăмах вĕçен кайăксем ăшă çĕртен килме пуçласан хăрушă, мĕншĕн тесен вĕсем шыв хĕрне канма лараççĕ. Çав вăхăтра ялти хур-кăвакалсем те шывра пулма пултараççĕ, çапла вара чирлĕ кайăксен вирусĕ ерсе юлма пултарать. Чир килет тесе алла усса ларма шутламастпăр, мĕн пур вăйпа малалла пуласлăха шанса ĕçлетпĕр", - тет хуçалăх пуçлăхĕ Н.Петров. Вĕсен калаçăвĕнче патварлăх, уçăмлăх сисĕнчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ сутса тунă укçа çултан çулах ỹссе пырать. 2002 çулта - 8 млн, 2003 - 14,5 млн., 2004 - 24 миллион çурă, 2005 çулта 31 миллион та 800 пин тенкĕ. 2005 çулта республикăра иртнĕ ăратлă выльăхсен выставкине хутшăнса I степеньлĕ 5 диплом çĕнсе илме пултарнă ку хуçалăх ĕçченĕсем.

Тăрăшмасăр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть. "Ĕçлекене ĕç яланах тупать" теççĕ. Тупăш вучахĕ ан сỹнтĕрччĕ кăна.

А. НИКОЛАЕВА.



04 марта 2006
00:00
Поделиться