Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уйăхлăх активлă иртрĕ

о Шкулсенчен пĕлтереççĕ

Уйăхлăх активлă иртрĕ

УРНАР. Вăтам шкулта оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхĕнче пĕр ача та айккинче тăрса юлмарĕ. Вăрçăпа патриотла тематикăпа сочиненисем çырнă, ỹкерчĕксем тунă, стена хаçачĕсем кăларнă, уроксем, юрăпа строй смотрĕсем, Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Спорт вăййисемпе ăмăртăвĕсем: волейбол, кире пуканĕ йăтасси, пĕчĕк калибрлă винтовкăран пересси, турник çинче туртăнасси, йĕлтĕрпе чупасси, "Çамрăк салтаксем", "Зарница" тата "Тỹпем илесси" вăйăсем чăннипех те асăмра юлчĕç. Шкулта иртекен кашни мероприятинчех вĕрентекенсем те хутшăнни ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕ.

Йĕлтĕрпе чупасси массăллă иртрĕ. Шкул ачисем те, учительсем те пĕр çын пек пулса ăмăртусене хастар хутшăнчĕç.

В. СЫТИНА,
Урнар шкулĕнчи директорăн
воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

          ÇĔНĔ КИНЧЕР. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунне халалласа ирттернĕ оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхне хутшăнса "Зарница" вăйă ирттернĕ. Вĕренекенсем чăрмавсене çĕнтерес, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас, йĕлтĕрпе ăмăртас, пытарнă "мула" шыраса тупас енĕпе тупăшнă. Ăмăртусенче 6-мĕш класс - пĕрремĕш, 8-мĕш класс - иккĕмĕш, 5-мĕш класс виççĕмĕш вырăна тухнă.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче тăваттăмĕшсем çĕнтернĕ.

Çав кунах шкулта патриотла тата салтак юррисен смотрне ирттернĕ.

А. АНАНЬЕВ,
обществăлла корреспондент.



04 марта 2006
00:00
Поделиться