Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасен тухтăрĕ

о Ят-сум

Ачасен тухтăрĕ

Пирĕн урампа кỹршĕ - Луиза Александровăпа унăн мăнукĕ - тăватă çулхи Макçăм - утса пыраççĕ.

- Ăçтан таврăнатăн-ха, сумкăсемпе? - ыйтатăп ачаран.

- Вăрмартан, пульницаран, - хуравлать пĕчĕк Макçăм. - Ку сумкăра - ман валли кучченеç. Асанне илсе пачĕ.

- Мĕн пулчĕ-ха, мĕн ыратать? - пуçĕнчен ачашласа ыйтатăп татах.

- Хырăм тĕлĕнчен ыратать, "почкă" тет тухтăр аппа. Мĕн-ши вара вăл, "почкă"?

- Сана пăхакан тухтăр кам пулчĕ-ха?

- Аппа ара! Питĕ лайăх аппа, - тет . - Мана питĕ юратать, ачашлать: хăвăртрах сыватма тăрăшать. Эпĕ те ăна юрататăп. Темиçе те пултăмăр ун патĕнче. Каллех каймалла-ха.

- Тамара Васильевна - ача тухтăрĕ, - ăнлантарчĕ асламăшĕ. Чăнах та, питĕ кăмăллă тухтăр вăл. Çавăнпа ăна ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те питĕ хисеплеççĕ.

Т.Ларионова 50 çул каялла Кавалта çуралса ỹснĕ. Ашшĕ, Василий Туртушов, нумай çул Урнарти тата Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулсенче шкул директорĕнче, учительре ĕçленĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Амăшĕ, Римма Никандровна, ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсен ачисем - аслă хĕрĕ Светлана - педагогика интитутне вĕренсе пĕтернĕ, учительница пулса Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлет. Ывăлĕ Владимир ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрикинче вăй хурать.

Кĕçĕнни - Тамара 1972 çулта Энĕшпуçĕнчи вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен, Горький хулинчи медицина институтне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. 1979 çултан пуçласа паянхи кунчченех Вăрмар районĕн тĕп больницинче аслă педиатр пулса ĕçлет.

28 çул ĕнтĕ ачасен сывлăхне сыхлать. Хăйĕн ĕçне чунтан юратать, ачасемшĕн чунне пама хатĕр. Çавăнпа ăна коллективра пурте хисеплеççĕ.

Упăшки, Геннадий Алексеевич Ларионов, "Урмарскагропромснабра" инженер-механик пулса ĕçлет. Вĕсем Тамара Васильевнăпа икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Ачисем те ашшĕ çулĕпе кайнă. Ывăлĕ - Алексей ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ, инженер-механик пулса тăнă. Спортпа туслăскер республикăри ăмăртусене те хутшăнать.

Хĕрĕ, Наталия, ашшĕ тата пиччĕшĕ пекех, ял хуçалăхне юратать, халĕ ял хуçалăх академийĕнче ăнăçлă вĕренет.

В. ТУРТУШОВ,
обществăлла корреспондент.


07 марта 2006
00:00
Поделиться