Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи пахи - чечек çыххи

Чи пахи - чечек çыххи

Ыран Мартăн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Вăл çулталăкра пĕрре чи ăшă туйăм илсе килекен çутă уяв. Çак кун хĕрарăмсем хăйсен ăшĕнче савнă мăшăрĕсенчен (хĕрсем - каччăсенчен) пĕчĕк парне те пулин кĕтеççĕ. Пĕрисем юратнă çыннисене ылтăн çĕрĕ, хăлха унки, вăчăра, теприсем тутлă шăршăллă духи, апат-çимĕç хатĕрлемелли тĕрлĕ савăт, виççĕмĕшсем капăр тум парнелеме тăрăшаççĕ. Анчах та хисеплĕ арçынсем, каччăсем ан манăр, ку е тата ытти япаласемпе пĕрле чечек çыххи те туянăр. вăл вара хăвăр савнă çыннăн кăмăл туйăмне çемçетет, ачаш та черчен туйăм çуратать.

Чечексене ăçта сутаççĕ тетĕр-и? Вĕсене туянма хулана кайса укçа-тенкĕ тăкаклама кирлĕ мар, ăна поселокрах тупма пулать. Унччен хăна çурчĕ пулнă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче сире хаваспах кĕтеççĕ. Тĕрлĕ чечек туянма пулать кунта. Миçе тĕслĕ роза чечекĕ çук-ши? Унсăр пуçне гвоздика, лили тата ытти те куçа илĕртеççĕ. Килте чечек ỹстерме кăмăл тăвакансем валли те темиçе тĕрлĕ чечек пур.

Юлашкинчен çакна калас килет - арçынсем васкăр, хăвăрăн савнă çынсене чечек çыххи парнелеме. Мĕн чухлĕ нумайрах чечек парнелетĕр, çавăн чухлĕ ытларах юратнине пĕлтерет.

И. ВАСИЛЬЕВА.



07 марта 2006
00:00
Поделиться