Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрарăм-профессор

о Санăн çыннусем, район

Хĕрарăм-профессор

Т.Афанасьева Тупах шкулĕнче сакăр класс пĕтерсен Вăрмарти вăтам шкула çул тытнă. Каярахпа Шупашкарти педагогика институчĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕçлĕ пурнăç çулĕ унăн 1978 çулхи сентябрь уйăхĕнче пуçланнă. Çамрăк учитель ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çав тапхăрта, вĕрентỹ енĕпе вăй хунă хушăрах, çамрăк педагог ăслăлăхпа тĕпчев енне ытларах туртăнма пуçлать, наука статйисем пичетлеме тытăнать. Çак туртăм пулас ăсчаха аспирантурăна илсе çитерет. Мускавра педагогика наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хỹтĕлет.

Пултаруллă çамрăк ăсчаха пысăкрах та пысăкрах ĕçе куçарса пыраççĕ. Малтан преподаватель, каярахпа кафедра пуçлăхĕ, декан. Педагогика институтĕнче ĕçленĕ май нумай ĕç тăвать, паха тĕпчевсем хатĕрлет, педагогика наукисен докторĕн диссертацине ăнăçлă хỹтĕлет.

Хальхи вăхăтра Т.Петрова - педагогика университетĕнчи вĕрентỹ историйĕ, этнопедагогика кафедрин ятлă-сумлă профессорĕ, кафедра пуçлăхĕ. Студентсене тăван халăхăн историйĕпе культурине, унăн кун-çулĕпе пуянлăхне, ăслăлăхне алла илме май парас тесе ырми-канми ĕçлет, аспирантсене тимлĕ ертсе пырать. Татьяна Николаевна чăвашсен этнопедагогика тĕнчинче теорипе практика тĕлĕшĕпе паллă ăсчах. Вăл "Школа и просвещение Чувашии в XVIII веке", "История воспитания и педагогической мысли чувашского народа в XV-XVIв.в.", "Чувашская педагогика как феномен мировой культуры" тата нумай кĕнекесен авторĕ. Пурĕ вăл 200 ытла тĕпчев ĕçĕсем çырнă.

Пултаруллă ăсчах вĕрентỹпе ăслăлăх ĕçне яланах общество пурнăçĕпе çыхăнуллă пурнăçласа пырать. Кам кăна пулман-ши вăл, мĕн кăна туман-ши çамрăкран пуçласа: комсомол, профсоюз комитечĕсен тата партбюро ертỹçи, наукăпа тĕпчев институтĕнчи ăслăлăх канашĕн членĕ тата ытти те.

Татьяна Николаевна пĕтĕм тĕнчери педагогика академийĕн академикĕ.

Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Т.Петровăна медальсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, республикăри Çут ĕç министерствин грамотисемпе наградăланă. Вăл паянхи халăхăмăрăн вуншар мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕпе пĕр ретре тăракан чăн-чăн хĕрарăм. Унра - чăваш ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕпе тỹсĕмлĕхĕ.

С. КОРНИЛОВА,
обществăлла корреспондент.


07 марта 2006
00:00
Поделиться