Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Художникпа тĕл пулу

о Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан хыпарлаççĕ

Художникпа тĕл пулу

Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕнче 7 "в" класра тĕрлĕ мероприятисем ирттерсех тăраççĕ. Чăвашсен паллă поэчĕпе С.Асаматпа, С.Кувшинов юрăçпа тĕл пулнăччĕ. Акă нумаях пулмасть хăнара Чăваш халăх художникĕ В.Немцев пулчĕ. Ăна В.Табакова класс руководителĕпе Кавал шкулĕнчи рисованипе черчени учителĕ Л.Табакова хăйсем пĕрле ирттерекен хутăш урока йыхравланă. Урокĕ шăп та лăп Виктор Леонтьевич пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă та, вăл 70 çул тултарчĕ. Пултарулăхĕпе паллаштарма ỹнерçĕ 40 ытла ĕçне илсе килнĕ. В.Немцев нумай çул хушши Луиза Генриховна çемйипе туслă çыхăну тытать, Кавал ялне час-часах килсе çỹрет. Çавăнпа та ачасем унăн ỹкерчĕкĕсенче тăван тавралăх сăнне курса киленме пултарчĕç.

А. ДМИТРИЕВ,
вĕренекен.



07 марта 2006
00:00
Поделиться