Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пăрчăкан пулĕ эсĕ...

о Кун-çул

Пăрчăкан пулĕ эсĕ...

Чăн та, мĕнешкал пысăк телей вăл - çĕр çинче анне пурри. Вăл пуртан эпир вăйлăрах, çивĕчрех, çыпăçуллăрах, сăпайлăрах. Çакна пĕтĕм чун-чĕрепе туяççĕ Мария Семеновна Михайлован ачисем. Кашни канмалли кун, отпуск вăхăтĕнче çулленех тăван киле килеççĕ. Хуçалăхра пулăшаççĕ, хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа параççĕ, кучченеçсемпе хăналаççĕ. Амăшĕ те, ачисемшĕн çеç пурăнаканскер, парăмра юлмасть. Хăй çимесĕр, тĕпренчĕкĕсемшĕн упракан шăрттана касать, килти сырпа хăналать, ачисем килессе кĕтсе тунă кăпăклă сăрине ăсать. Хăй вара, савăнăçпа тулнăскер, калаçать те калаçать.

Улттăн вĕсем Мария Семеновнăн - икĕ ывăл та тăватă хĕр. Пурте çемьеллĕ, пĕтĕм çĕр-шывĕпех саланнă. Мăнукĕсем та чылай. Вĕсемпе, хуларан килнĕскерсемпе, чăвашлах пуплеме тăрăшать Маня аппа. Ан тив, Мускавра, Шупашкарта пурăнаççĕ пулин те тăван чĕлхерен ан писчĕр, вĕренччĕр тет.

Çăмăл пулман Маня аппан пурнăç çулĕ. Пĕчĕклех ĕç çумне "çыпăçнăскер" хура-шур сахал мар курнă. Çамрăклах Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Чылай вăхăт МТСра бухгалтерта ĕçленĕ. Ун хыççăн чĕрĕк ĕмĕр трактор бригадинче учетчикре вăй хунă. Çав вăхăтрах Николай Михайловпа çемье çавăрнă. Çĕрĕн-кунĕн, ларса канмасăр ĕçлет аппа. Епле пулсан та ачисене лайăх пултăр тесе тăрăшать. Чылай хушă колхозра тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă. Паян вара килти хуçалăхра кăштăртатать, ачисене пулăшас тесе чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать, пахча çимĕç ытларах туса илессишĕн чакаланать.

Ял хĕрарăмĕ, чăваш хĕрарăмĕ... Сăпайлă та пăрчăкан пек ĕçченскер, хăй ĕмĕрне çĕр ĕçĕнче, хуçалăхра ирттерет.

Пурнăç...Мĕн кăна кăтартмасть пулĕ вăл çĕр çине килнĕ çынна? Анчах та этем чунĕ пурне те тỹсет, шăв-шав çĕклемесĕр чăтать. Уйрăмах эпĕ ял хĕрарăмĕн тỹсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Ăçтан тухать унра çавăн чухлĕ вăй?

Маня аппан та, 80 урлă каçнă пулин те, хĕрарăм илемĕ пĕтмен-ха. Ачисем те, "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест" тенĕ пек, хăй пекех чипер. Пурте çавра питлĕ, тăп-тăп кĕлеткеллĕ. Маня аппа пекех пурте ал ĕçĕ тума ăста. Сăпайлăхне те амăшĕнченех илнĕ. Кирек епле арçынна та ăс пама май тупать. Шăпах çавăн пек хĕрарăм ĕнтĕ Мария Михайлова.

Юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна Хĕрлĕçырсем. Мунча хутать-и, кукăль пĕçерет-и, сăра тăвать-и - кỹршĕ-арша чĕнмесĕр тăмасть вăл. Чунĕ пĕчĕк ачанни пек уçă унăн. "Шỹтлемесĕр кун иртмест Маня аппан", - теççĕ ун пирки ял çыннисем.

Г. ЧЕРНОВ,
ĕç ветеранĕ, пенсионер.


07 марта 2006
00:00
Поделиться