Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăк вăй

о Пахалăх

Пысăк вăй

Уявра хитре, асамлă, илĕртỹллĕ пулма кашниех тăрăшать. Ара "тумпа кĕтсе илеççĕ..." тени мĕнлерех кĕтсе илни çинчен калать. Вăрмарти çĕвĕ фабрики туса кăларакан продукци пирки уяв умĕн сăмах пуçарни те вырăнлă пулĕ тетĕп. Ăна республикăра кăна мар, Раççейĕпе пĕлеççĕ. Акă Мускаври "Текстильвостоксервис", "УРСУ.С" паллă фирмăсем çĕвĕ фабрикипе темиçе çул ĕнтĕ тачă çыхăну тытаççĕ. Кăçал та ĕç тумĕсем çĕлеме çулталăклăх килĕшỹ тунă.

"Ĕç пахалăхĕ пирĕн çĕвĕçсем мĕнле тăрăшулăхпа вăй хунинчен килет. Çакна калас пулать: вĕсем пурте маттур та пултаруллă, хăй ĕçĕнче чăн ăстасем. Акă касакансенех илер-ха. Кунти Н.Харитонова, Л.Васильева, Т.Андриянова, Е.Михайлова, Ю.Евстафьева, А.Васильева, О.Алексеева, В.Васильева, Н.Бочкарева тата ыттисем те пĕр сменăра 1000 штук таран ĕç тумĕсем касса хатĕрлеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ фабрика уçăлнăранпах вăй хурать", - тет план пайĕн начальникĕ Л. Петрова. Кивĕ Вĕренерте çуралса ỹснĕ Валентина Алексеевна Васильева вĕсенчен пĕри. Хăйĕн 50 çулхи юбилейне те юратнă коллективĕпех кĕтсе илесшĕн.

Пĕр сăмахпа каласан, хĕрарăмсем производствăра пысăк вăй пулса тăраççĕ.

Иртнĕ çула фабрика лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. 6 миллион тенкĕ ытла продукци туса кăларнă. Ку 2004 çулхипе илес пулсан 120 процентпа танлашать. Кăçал та продукци пахалăхне ỹстермешкĕн тăрăшаççĕ. Шанас килет, вĕсен паха продукцийĕ Раççей рынокĕнче малти вырăнсенче пулĕ.

З. ПАВЛОВА.



07 марта 2006
00:00
Поделиться