Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поэт юбилейне халалласа

о Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан хыпарлаççĕ

Поэт юбилейне халалласа

Çак кунсенче вырăссен паллă поэчĕн Николай Рубцовăн та юбилей пулчĕ, вăл çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çак ятпа шкул библиотекинче 9 - 11 классенче вĕренекен çамрăк сăвăçсемпе вĕрентекенсем тĕл пулу каçĕ ирттерчĕç. Пĕтĕм сценарие Николай Михайловичăн сăввисем тăрăх йĕркеленĕ, библиотека заведующийĕ Р.Егорова вĕсем урлă поэтăн кун-çулне кăна мар, чунне, шухăш-кăмăлне уçса пама пултарчĕ. Çакна тума П.Егоров художник тунă ỹкерчĕксем те пулăшрĕç. Юлашкинчен пур çамрăк сăвăç та, учительсем те хăйсен хайлавĕсене чуна хускатмалла вуласа пачĕç.

Талантлă çыравçăсем хамăр хушăрах иккен. Çакăн пек тĕл пулусем вĕсене пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ утăмсем тума хавхалантарса тăрасса шанас килет.

Н. ЕГОРОВА,
класс тулашĕнчи организатор.



07 марта 2006
00:00
Поделиться