Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы Урмарского района с Международным женским днем

Хаклă та хисеплĕ хĕрарăмсем, хĕрсем, аннемĕрсем, асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йăмăкăмăрсем, çывăх çыннăмăрсем!

Сире çурхи чи илемлĕ те чаплă уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп.

Пурне те пĕтĕм чунтан телей, çирĕп сывлăх тата çемьере ытлăх-çитлĕх сунатăп. Сирĕн илемлĕ сăн-питĕр яланах ырă кулăпа çиçтĕр, килĕрте, ачăрсемпе мăнукăрсен çемйисенче тăнăçлăхпа канăçлăх пулччăр. Пурнăç çулĕ тăршшĕпех тỹсĕмлĕх, чун хăватлăхĕ, пурнăçа тасарах тата ырăрах тăвас хĕрỹллĕ кăмăл пултăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                    В.Н. Кириллов



07 марта 2006
00:00
Поделиться
;