Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пур çĕре те ĕлкĕрет

о Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Пур çĕре те ĕлкĕрет

Çак сăн ỹкерчĕк çинче эсир Кĕтеснер ялĕнче çуралса ỹснĕ Надежда Владимировна Ивановăна куратăр. Вăл 1962 çулта çуралнăскер ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Вăрнарти совхоз-техникумра пĕлỹ илет. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл. 2001 çулта вара Вăрмарти тырă йышăнакан пунктра (элеваторта) вăй хума тытăнать. Ĕçре лайăхпа кăна палăрать. Шанса панă ĕçе те тĕплĕ пурнăçлать. Надежда Владимировна пирки сăмах пуçарсан, предприяти директорĕ В.Александров çапла каларĕ: "Вăл пирĕн предприятинче - "сестра-хозяйка". Шаннă ĕçе пурнăçламаннине курман. Хăй ĕçĕнче чăн ăста. Предприяти территорийĕнчи лавккари сутуçă, весовщица, таварсене заказпа клиентсем патне те илсе çитерет, кунти тирпейлĕхпе тасалăха та тытса тăрать", - терĕ. Чăнахах та ăçтан тухать вăй-халĕ ĕçчен хĕрарăмăн. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысланă. Пĕрле ĕçлекенсем те хисеплеççĕ ăна. Надежда Владимировнăпа мăшăрĕ пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Татьяна чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки.

Чăваш хĕрарăмĕсем ĕçрен нихăçан та ỹркенмен, çавсенчен пĕри те ĕнтĕ Н.Иванова. Ĕçчен çынна мĕн авалтанпах пăрчăкан кайăкпа танлаштарнă.

А. НИКОЛАЕВА.



07 марта 2006
00:00
Поделиться