Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уяв парни

о Ăмăрту

Уяв парни

"Арабоси" агрофирмăри ферма ĕçченĕсем умра тăракан тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн ăмăрту ялавне çỹлĕрен те çỹле çĕклесе пыраççĕ. Тăрăшни сая каймасть. Иртнĕ çул кашни ĕнерен 3511-шер килограмм сĕт суса илме пултартăмăр. Çакă пире лăпланса ларма хушмасть. Умри тĕллевсем татах та пысăкрах. Ĕне пуçне сĕт сăвассине 4000 килограма çитермелле. Паллах, çитĕнỹсен çăл куçĕ - выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленинче. Ку енĕпе иртнĕ çул ăнăçлă ĕçленĕ. Çавăнпа апат рационĕ чухăн мар, унăн пахалăхĕ те лайăх.

Хальхи вăхăтра фермăра сăвакан ĕнесем 260 пуç шутланаççĕ. Вĕсене пилĕк доярка пăхать. Кăçалхи икĕ уйăхра фермипе пурĕ 1538 центнер сĕт туса илтĕмĕр. Елена Владимирова, Венера Михайлова, Ангелина Иванова дояркăсен пултарулăхне уйрăмах палăртмалла. Вĕсем çине тăнипе икĕ уйăхра кашни ĕнерен 592-шер килограмм сĕт суса илтĕмĕр. Халĕ ĕнесенчен куллен 10-шар килограмм ытларах суса илетпĕр. Çапла вара эпир хамăр уява - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне - ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илетпĕр теме те юрать.

В. МИХАЙЛОВА,
доярка.


07 марта 2006
00:00
Поделиться