Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уява мĕнле кĕтсе илетĕр?

Уява мĕнле кĕтсе илетĕр?

Кашни уява тĕрлĕ çын тĕрлĕрен кĕтсе илет. Ăна уявлама мĕнле хатĕрленеççĕ, мĕнле ирттереççĕ-ши? Çакăн çинчен эпир районти пултаруллă хĕрарăмсенчен ыйтрăмăр.

Э. ЗАХАРОВА, Федераллă регистраци службин Управленийĕн Чăваш Енри Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ.

Уявпа ĕç çыхăнсах тăрать. Мартăн 10-мĕшĕнче пирĕн патĕнче патшалăх регистрацийĕ тăвассипе тата информаци парассине туса ирттерессипе кустри семинар-канашлу иртет. Халĕ хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Çывхаракан уяв кăмăла çĕкленипе ăна çỹллĕ шайра ирттерсе яратпăрах пулĕ тетĕп.

Килте вара уява халичченхи пекех çемьепе пĕрле ирттерĕп. Кашни праçникех мĕн те пулса ырри илсе килессе шанатăп. Пурне те шанăçпа пурăнма сунатăп.

Н. ДМИТРИЕВА, республикăри "Чуваштоппром" унитарлă предприятийĕн "Урмарытопсбыт" директорĕ.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне яланах çĕкленỹллĕ туйăмпа кĕтсе илетĕп. Хĕрарăм вăл яланах хăйне-хăй хавхалантарма пĕлет. Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсен пурнăç сукмакĕ Вăрмар районне илсе çитерчĕ, халĕ эпĕ кунта тĕпленсе пурăнатăп. Хамăн ĕç кун-çулĕн 28-шне руководительте тăрăшатăп. Хĕрарăм-руководитель пулма пĕрре те çăмăл мар. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ. Пурне те ăнланмалла, килсе тухакан йывăр ыйтусене те татса пама пĕлмелле.

Мартăн 8-мĕшĕ вăл маншăн мĕн пĕчĕкрен пысăк уяв. Ку уяв тĕлне ĕçре çитĕнỹ, килĕшỹ пулсан пушшех те чунăм савăнать. Пур хĕрарăм пекех уявра ырă енне çĕнĕ улшăнусем пуласса кĕтетĕп.



07 марта 2006
00:00
Поделиться