Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял-йыш хисеплет

Ял-йыш хисеплет

Галина Рашидовна Григорьева Шăхаль ял тăрăхĕнче специалист пулса 11 çул ытла вăй хурать. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа, пысăк тăрăшулăхпа пурнăçласа пырать. Çавăншăн ăна ял-йыш хисеплет. Хальхи вăхăтра кунта вăй хуракансем ял халăхне паха шывпа тивĕçтерессипе тĕрлĕ документсем хатĕрлеççĕ. Паянхи куна кунта 499 кил хуçалăхĕ шутланать, вĕсенчен пурăнаканнисем - 400. 115 кил хуçалăхне çут çанталăк ырлăхĕ çитнĕ. "Кăвак çулăм" кĕртес ĕç малалла пырать. Пĕтĕмĕшле илсен ял поселенийĕн пуçлăхĕпе специалисчĕ ЧР Президенчĕн Указĕсене пурнăçа кĕртессипе, ял халăхне пурăнмашкăн лайăх условисем туса парас тесе çине тăрса вăй хураççĕ, малашлăха ăнтăлаççĕ. Çапла пуласса шанас килет.

З. ПАВЛОВА.



07 марта 2006
00:00
Поделиться