Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăнăçлă иртессе шанаççĕ

о Ял хуçалăх çыравĕ

Ăнăçлă иртессе шанаççĕ

Раççейре нумаях пулмасть халăх çыравĕ иртнĕччĕ. Кăçал вара ял хуçалăх çыравĕ пулмалла. Хăйĕн пĕлтерĕшĕпе вăл питĕ анлă акци.

Чăваш Енре çак мероприятие тĕплĕн хатĕрленсе ирттерме йышăну тунă. Ун хыççăн Чăвашстат хăйĕн хушăвĕпе ятарлă комисси йышне çирĕплетнĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн пирĕн районта та ял хуçалăх перепиçне ăнăçлă ирттерессишĕн тăрăшса комисси йĕркеленĕ. Райадминистрацинче çак комисси ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта перепиçе хатĕрленес тапхăр еплерех пулса пынине тишкерсе тухнă. Кунпа чи малтанах Чăвашстатăн районти тĕп специалисчĕ Т.Петрова паллаштарчĕ. Унтан районта çырав ирттерес енĕпе ĕçлекен Е.Терентьева уполномоченнăй тухса калаçрĕ. Комисси членĕсем тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕç. Пурте вĕсем статистика умĕнче тăракан чи çивĕч ĕçсем - çырава хутшăнакан ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен списокне хатĕрлесе çитересси, çырав объекчĕсене палăртса вĕсен списокне хатĕрлесси, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен тĕрлĕ категорийĕсене палăртса картотекăсем хатĕрлесси тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç.

Район умĕнче васкавлă ĕçсем тумаллисем питĕ нумай. Ларура илсе кăтартнă тĕрлĕ цифрăсем çыравăн ĕç калăпăшĕ çав тери пысăк пулнине çирĕплетеççĕ. Ял хуçалăх çыравĕнче районта шута илмелли объектсем паянхи куна 12104. Çав шутра ял хуçалăх организацийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен уйрăм предпринимательсем. Унсăр пуçне коммерципе çыхăнман пĕрлешỹсем (сад, пахча, выльăх-чĕрлĕх), уйрăм хуçалăх тытакан çемьесем тата ыттисем те.

Ларăва районта ял хуçалăх перепиçĕ ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ - район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пычĕ, пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



11 марта 2006
00:00
Поделиться