Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хамăрах кирлĕ пулать

о Мартăн 10-мĕшĕ - Архивсен кунĕ

Хамăрах кирлĕ пулать

Кашни иртсе кайнă кун вăхăт иртнĕçемĕн историне кĕрсе юлать. Пулса иртнĕ пулăма йĕркеллĕ çырса упраса хăварсан çеç пирĕн истори тĕрĕс сыхланса пырать. Çавăнпа та документсене тĕрĕс-тĕкел упраса хăварни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Акă, юлашки вăхăтра архива вăрçă вăхăтĕнче (1941-1945 ç.ç.) ĕçленине шырама çынсем нумай килчĕç. Анчах та çав вăхăтри документсем пур колхозсен те сыхланса юлман пирки, нумай граждансем хăйсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă кураймаççĕ.

Документсене сыхласа хăварассипе райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕ иртнĕ çул нумай ĕç туса ирттернĕ. Ĕçлекен организацисенчен графикпе пурĕ 509 ĕç (дело), пĕтсе ларнă предприятисенчен 1997 ĕç архива йышăннă. Юлашки çулсенче района нумай предприятисем пĕтсе ларнă пирки вĕсен докуменчĕсем район архивĕнче сыхланаççĕ:

Сĕтел-пукан фабрики - 1933-2005 ç.ç., "Авангард" ЯХПК - 1935-2004 ç.ç., "Сельхозтехника" - 1941-2003 ç.ç., "Пинер" ЯХПК - 1948-2003 ç.ç., "Сельхозхими" - 1975-2001 ç.ç., "Дружба" (к-з) ЯХА - 1933-2003 ç.ç., юсавпа строительство участокĕ - 1958-2004 ç.ç., "Бишевский" (к-з) ЯХА - 1938-2003 ç.ç., ДПМК - 1976-2003 ç.ç.

Çавăн пекех уйрăм çынсен докуменчĕсене те йышăнтăмăр. Пурĕ 2 çын хăйсен докуменчĕсене пирĕн архивра сыхлама кăмăл турĕç. Районта тарăн йĕр хăварнă паллă çынсен докуменчĕсене упрассипе эпир малалла та ĕçлетпĕр.

Районти архивра пурĕ 24 пин ытла ĕç, 1927 çултан пуçласа, сыхланаççĕ.

Кăçал та ял хуçалăх предприятийĕсенчен архива документсем килесси паллă. Анчах та архив хранилищи тулнă пирки, архив валли тепĕр пỹлĕм уйăрса памалли ыйту тухса тăрать.

Архивра документсене шута илсе, йĕркелесе хăвăрт шыраса тупма май парассипе тата кашни организацин тĕплĕ çырса хунă истори справки пултăр тесе тăрăшатпăр. Иртнĕ çул тахçан йышăннă 600 ĕçе пăхса тухса, вĕсен валли çĕнĕ список тунă, нумайăшĕнне хуплашкисене улăштарнă, 11 фонд валли çĕнĕ истори справки çырнă.

Компьютера "Архив фончĕ" программăна тултарассипе те нумай ĕç тунă.

Кашни организацинчех документсемпе ĕçлемелли инструкторсем, ĕçсен номенклатури пултăр тесе архивпа тата документсемпе яваплă çынсемпе вĕрентỹсем ирттернĕ, хăш-пĕр организацисене вырăна тухса тĕрĕсленĕ.

Иртнĕ çул документсене шыраса тупса пурĕ 370 справка çырса панă. Вĕсем ĕçлени, вĕренни, ĕç укçи калăпăшĕ, наградăсем, çĕр, хваттер пани çинчен пулнă. 60 çынна хăйсене интереслентерекен документсемпе паллаштарнă. 4 студент диплом çырма пирĕн архиври документсемпе усă курнă.

Архива килнĕ çынсем кăмăллă тухса кайччăр тесен, документсене организацисенче кашни çулах йĕркеллĕ, вĕсем малашне кирлĕ пулассине пĕлсе сыхламалла. Çавăнпа та хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен руководителĕсен документсемпе ĕçлессипе кирлĕ мерăсем палăртмалла, вĕсене йĕркеллĕ сыхлама условисем туса памалла.

Г.НАРСОВА,
район администрацийĕн
архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.



11 марта 2006
00:00
Поделиться