Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РФ Патшалăх Думин депутачĕн П. Семеновăн, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕ

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

РФ Патшалăх Думин депутачĕн П. Семеновăн,
районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕн

Республика Президенчĕн физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе йышăннă Указĕсене пурнăçласа шăматкун йĕлтĕрпе чупассипе РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн тата районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр эстафети кăçал 58-мĕш хут иртрĕ. 200 яхăн спортсмен хутшăнчĕ.

Кивĕ Вăрмар ялĕпе Вăрмар поселокĕ хушшинчи посадка хĕрринче йĕркелерĕç ăна. Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех лăпкă та уяр тăчĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакторĕ П.Алексеев çитĕнỹсем тума ăнăçусем сунчĕ. Пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пресс-секретарĕ С.Гордеева саламларĕ,

- Сирĕн тăрăхран суйланнă РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" девизпа ирттерекен акцие хутшăнакансене яланах хавхалантарать, тĕрлĕ енчен пулăшма тăрăшать. Павел Владимирович хăй те кĕрешес енĕпе спорт мастерĕ пулнă май çакăн пек мероприятисем сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк усă панине ăнланать, çавăнпа та сире хавхалантарма тĕрлĕ призсем хатĕрлерĕ, - терĕ Светлана Денисовна.

Чи малтанах старта улттăмĕшпе çиччĕмĕш классенче вĕренекен арçын ачасем тухаççĕ. Вĕсен 2 километр чупмалла. Стартра 16 команда.

- Марш! - илтĕнсе каять судьян янăравлă сасси. Пурте малалла тухса вирхĕнеççĕ. Пĕрремĕш çаврăма Тикаш шкулĕнчи А.Федотов вĕçлет те эстафетăна командăри юлташне парать. Çивĕч кĕрешỹре вара финиша чи малтан Энĕшпуç шкулĕн команди çитет. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кĕлкеш тата Тикаш шкулĕсен командисем йышăнаççĕ.

Хĕрачасем пĕр километр чупаççĕ. Ку дистанцире пĕрремĕш вырăна - Чупайсем, иккĕмĕшне - Çĕнĕ Кинчерсем, виççĕмĕшне Энĕшпуçсем тухаççĕ.

Стартра - саккăрмĕшпе тăххăрмĕш классенчи арçын ачасем. Пурĕ 18 команда. Энĕшпуçсем вăйлăрах пулчĕç, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна Чупайсем тивĕçрĕç. Энĕшпуçсен иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăнта.

Хĕрачасенчен те чи пултаруллисем Энĕшпуçсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна - Çĕнĕ Кинчерсем, виççĕмĕшне Чупайсем йышăнчĕç.

Вуннăмĕшпе вунпĕрмĕш классенче вĕренекен арçын ачасем - 5, хĕрачасем 3 километрлă дистанцисене чупрĕç. Чăннипех те интереслĕ иртрĕç аслă ушкăнри ăмăртусем. Кашни спортсмен хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне кăтартрĕ. Арçын ачасен тата хĕрачасен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Энĕшпуçсем тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен иккĕмĕш вырăна - Кĕлкешсем, виççĕмĕшне Энĕшпуçсен тепĕр команди тухрĕ. Хĕрачасенчен иккĕмĕш вырăна Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул команди тивĕçрĕ.

Акă, старта çитĕнсе çитнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем тухаççĕ.

20-29 çулхи арçынсем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне С.Федоров (Кивĕ Вăрмар) тивĕçет. А.Петров (Пинер) иккĕмĕш вырăнта.

30-39 çулхи арçынсенчен пĕрремĕш вырăна Г.Васильев (Шăхаль), иккĕмĕшне - В.Федоров (Кивĕ Вăрмар), виççĕмĕшне А.Павлов (Шупашкар) тухаççĕ.

Çак ушкăнри хĕрарăмсенчен çĕнтерỹçĕ ятне С.Егорова (Чупай) тивĕçет. Е.Васильевапа Л.Никифорова (районти почтамт) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

40-49 çулсенче çуралнисенчен пĕрремĕш вырăна В.Федоров (Кивĕ Вăрмар) çĕнсе илчĕ. В.Данилов - иккĕмĕш, В.Паденьков виççĕмĕш (Кĕлкеш) вырăнсене йышăнчĕç.

Хĕрарăмсенчен ку ушкăнра С.Чубукова (Кавал) çĕнтерчĕ, Н.Александрова (Кĕлкеш) иккĕмĕш вырăнта.

50-59 çулхи арçынсем - икĕ çухрăма, хĕрарăмсем пĕр çухрăма ăмăртса чупрĕç. Çивĕч кĕрешỹре З.Маркова (çыхăнăвăн линипе техника цехĕ) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшне Т.Ашмарина (Кавал), виççĕмĕшне Т.Филиппова (Кĕлкеш) тухрĕç.

60 çултан иртнисем хушшинче малти вырăнсене Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ), В.Арманов (Çĕнĕ Кинчер), В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ) çĕнсе илчĕç.

Ăмăртусем вĕçленсен районти Спорт çуртĕнче итогсене пĕтĕмлетрĕç.

ЧР Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пресс-секретарĕ С.Гордеева тата районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев çĕнтерỹçĕсене саламласа малти вырăнсене йышăннă командăсемпе уйрăм спортсменсене депутатăн парнисене пачĕç, дипломсемпе наградăларĕç.

Эстафетăллă ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăннă Энĕшпуç тата Чупай шкулĕсен командисене районти "Хĕрлĕ ялав" хаçата çырăнса пама пулчĕç. Çавăн пекех С.Федоровпа П.Арманов спортри çитĕнỹсемшĕн П.Семенов депутатăн парнисене тивĕçрĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, шкул ачисене физкультурăпа спорта анлăрах явăçтарас, вĕсен спортри ăсталăхне ỹстерес енĕпе нумай тăрăшать. Павел Владимирович "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Атăлçи Пĕтĕм регионĕсен координаци канашĕн координаторĕн заместителĕ пулнă май çамрăксен организацийĕсемпе тата спорт енĕпе активлă ĕçлет. Ку хутĕнче те вăл ăмăртура çĕнтернисене хавхалантарма футбол, волейбол тата баскетбол, резина мечĕксем, шахмат тата шахматсемпе шашкăсен, нардсен пуххисене пачĕ. Çакăншăн эпир питех те хавас. Депутат ĕçĕнче ăна малашне те ăнăçусем сунатпăр.

Предприятисемпе организацисенчен ку хутĕнче командăсем тăратмарĕç пулин те, районти почтамт команди ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Редакципе почтамт коллективĕсем пĕрле таччăн çыхăнса ĕçлени те çак тĕслĕхрен курăнчĕ. Почтамт начальникĕ А.Ефремовпа командăри Л.Никифоровапа Е.Васильева призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти Г.Исаевпа Н.Изосимов тренерсем командăсене ăмăртусене уйрăмах лайăх хатĕрленине палăртмалла. Ку шкулта 8-9 классенче вĕренекен М.Алексеев, Л.Иванова, А.Иванова, Д.Ильин, 11 класри Т.Иванова тата ыттисем те шкул командине мала кăларассишĕн уйрăмах пысăк тỹпе хыврĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ малти вырăнсене пурне те тенĕ пекех Энĕшпуçсем çĕнсе илчĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



11 марта 2006
00:00
Поделиться