Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сивĕ хĕл, сывă пул - тĕл пулăпăр тепĕр çул...

Сивĕ хĕл, сывă пул - тĕл пулăпăр тепĕр çул...

Иртнĕ шăматкун, февралĕн 4-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи В.Ленин площадьне пуçтарăннă çынсенчен чылайăшĕ ăшра та пулин çак сăмахсене каларĕç пулĕ. Ара сăлтавĕ пур мар-и? Çак кун Вăрмар çыннисем тата вĕсен хăнисем кунта хĕле ăсатма пуçтарăнчĕç. Хĕлне халиччен те ăсатман мар та, анчах кăçалхи уйрăмрах пек туйăнать - кун пек шартлама сивĕсем юлашки çулсенче пулманччĕ-ха, çавăнпа та çур еннелле тин кайнă йăваш хĕвел ăшшине тĕрĕслеме тенĕ пек халăх площаде ирех пуçтарăнма пуçларĕ.

Яланхиллех тĕрлĕ сутуçăсем чи малтан хăйсен палаткисене вырнаçтарма тытăнчĕç. Унта та кунта мангалсем çийĕн тĕтĕм çĕкленме пуçларĕ - техĕмлĕ шашлык пиçет. Кивĕ Вăрмарти С.Харитонов предприниматель сĕтел çине йĕс самовар вырнаçтарнă. Ĕлĕкхирен пĕрре те кая мар - кăварне чăн-чăн сăран атăпах амалантарса тăраççĕ. "Обществăлла апатлану" тулли мар яваплă обществăн шерепеллĕ тутăрсем çыхнă сутуçисем А.Степанова, Р.Эверскова, Н.Голосова туянакансене тĕрлĕ çимĕç сĕнеççĕ. Кĕçех шăнкăравсем çыхнă, илемлĕ тутăрсемпе, чечексемпе капăрлатнă лашасем Вăрмар урамĕсем тăрăх катаччи чупса площадь еннелле çывхараççĕ. Куçа тỹрех пĕр çуна илĕртет - кунта пĕр 15 ача та вырнаçса ларнă пулĕ. Кăсăкланса паллашас тĕллевпе вĕсем патне пыратпăр. Анаткас шкулĕнче вĕренекенсем иккен. Уяв ирттерме çак ялтах пурăнакан С.Краснов хăйĕн лашине кỹлсе тухнă. Ачасем лашаран юлаççĕ-и вара?

Савăнăçлă кĕвĕ янăравĕпе культура çурчĕ умĕнче хула, ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем колоннăна тăраççĕ. 10 сехет те 30 минут - колонна шỹтлĕ сăвă-юрăсем каласа-юрласа Ленин урамĕпе çаврăнса площаде пырса кĕрет.

- Çăварни! Çăварни!

Çăварни килет, куратăр-и?

Çуркунне çитет, сисрĕр-и?

Хирĕç тухса илетĕр-и? - янăрать микрофонран. Хĕллепе Çуркунне тĕл пулаççĕ. Сцена çине Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев хăпараççĕ. Вĕсем пухăннисене çуркунне çитнĕ ятпа саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесе çитĕнỹсен çулĕпе утма кирлине палăртаççĕ.

Часах сцена çинче пысăк концерт пуçланать. Культура программи тĕрлĕ енлĕ те пуян. Кунта хутшăнакан пур художествăпа пултарулăх коллективĕсем те тĕплĕн хатĕрленнĕ, пурте хăйсен хăйевĕрлĕхне кăтартасшăн, куракансем патне мĕн те пулин çĕнни çитересшĕн.

Йĕри-тавра кулă, çĕкленỹллĕ кăмăл. Ăçта чăнлăх, ăçта юптарни - тỹрех уйăрса та илме çук. Афган вăрçин участникĕпе Тикашри Ю.Александров баянистпа, А.Васильева тата Г.Сергеев ташăçăсемпе паллашатпăр. Пĕрремĕшĕ районти чи чаплă купăсçă, иккĕшĕ чи ăста ташлакан ята тивĕçнĕ çак уявра.

Площадьре хĕрсе уяв пынă вăхăтра Спорт çуртĕнче, стадионра тĕрлĕ спорт мероприятисем иртрĕç.

Мини-футбол турнирне пирĕн районтан "Дина", ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн (Вăрмар поселокĕ), Кивĕ Вăрмар, Чулкас, Энĕшпуç тата Куславкка районĕнчи Тĕрлемес командисем хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре пĕрремĕш вырăна спорт шкулĕн, иккĕмĕшне "Дина", виççĕмĕшне Чулкас командисем йышăнчĕç.

Хоккей площадкинче вара "Çамрăксем" тата "Ветерансем" командăсем хоккейла выляссипе юлташла тĕл пулу ирттерчĕç. Çамрăксем правуртарах пулчĕç.

Армспорта юратакансем те йышлăн пуçтарăннă. Ку енĕпе Вăрмар поселокĕн спортсменĕсене çитекеннисем пулмарĕç. 1-3 вырăнсене А.Иванов, А.Егоров, С.Васин йышăнчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче вырăнсем çапла пайланчĕç - пĕрремĕшĕ - И.Дмитриева, иккĕмĕшĕ - Э.Илларионова, виççĕмĕшĕ - А.Иванова.

24 килограмлă кире пуканĕ йăтассипе никам та О.Мефодьевпа (Мăнçырма) танлашаймарĕç.

Çăварни уявĕнче чи асра юлмалли самант - Хĕле сăнлакан катемпине çунтарса яни. Вăл мĕнле çуннине пур çын та, уйрăмах ачасем, савăнăçлăн тимлесе пăхрĕç. Анчах савăнни иртерех пулчĕ ахăртнех, нумаях та вăхăт иртмерĕ - лапка-лапка юр çума пуçларĕ. Хĕл уйрăлса каясшăн маррине тепĕр хут кăтартса пачĕ. Çапах та вăл çынсен кăмăлне пăсаймарĕ, мĕншĕн тесен пĕлетпĕр - çке - мĕн чухлĕ юр нумайрах, çавăн чухлĕ тулăх тырă-пулă çитĕнĕ. Çăкăр пулсан вара пурте пулĕ - çĕнĕ юрă та, эппин çĕнĕ уявсем те.

В. ТОЛМАТОВ.

х  х  х

Çак кунсенче çавăн пекех Энĕшпуç, Пинер, Мăнçырма тата ытти ял тăрăхĕсенче те çăварни уявне ирттерчĕç, хĕле ăсатрĕç.



11 марта 2006
00:00
Поделиться