Çар службине - контрактпа
о Тивĕç
Çар службине - контрактпа
2003 çул пуçламăшĕнче РФ Правительстви 2004-2007 çулсенче çар службине контракт никĕсĕ çинче йĕркелемелли ятарлă программăна ырласа йышăннăччĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех каласа пама районти çар ĕç комиссариачĕн граждансене контракт майĕпе службăна кайма хатĕрлекен пункт начальникĕнчен М.ИВАНОВАРАН ыйтрăмăр.
- Маргарита Алексеевна, контракт майĕпе камсем тата мĕнле çар чаçĕсене кайма пултараççĕ?
- Контракт енĕпе çар ретне 20 çула çитнĕ, 40 çултан аслă мар, çар службинче пулнă граждансем кайма пултараççĕ. Тĕрлĕ чаçсем пур. Сăмахран, кăмăл тăвакансем Екатеринбургри мотострелоксен 34-мĕш дивизине, Таджикистанри 201-мĕш çар базине, тăнăçа хỹтĕлекен мотострелоксен Самара облаçĕнче вырнаçнă 15-мĕш уйрăм бригадине, Тоцкое поселокĕнчи (Оренбург облаçĕ) мотострелоксен 27-мĕш дивизине тата ытти çар чаçĕсене кайма пултараççĕ.
- Контрактпа службăра тăракансем мĕнле çăмăллăхсемпе усă кураççĕ?
- Контракт çырнă хыççăнах вĕсене окладпа танлашакан пĕр хут тỹлекен пособи параççĕ тата малтанласа ура çине тăма çар служащине 2 оклад, мăшăрне 1 оклад, кашни ача пуçне окладăн 50 процент чухлĕ пособи тỹлеççĕ. Кашни кварталтах преми, çавăн пекех çулталăкне 2 окладпа танлашакан укçа-тенкĕ пулăшăвĕ тивет. Службăна таса тивĕçпе пурнăçланăшăн 3 оклад чухлĕ преми пама палăртнă. Службăра нумай çул тăнăшăн 10 процентран пуçласа 70 процент таран, службăри йывăрлăхсемшĕн 120 процент таран та хушма тỹлев памалла. Отпуска çар çыннисем те, вĕсен çемйисен членĕсем те тỹлевсĕр кайса килме пултараççĕ.
Пурăнма хăтлă общежитире пỹлĕм параççĕ. Общежитисенчех спорт, тренажер залĕсем пур.
- Енчен те çар çынни уйрăм хваттерте пурăнас тет пулсан?
- Кун пек чухне тара илнĕ çурт-йĕршĕн çар чаçĕ тỹлет. 10 çул службăра тăнă хыççăн контрактниксене хăйсем пурăнма суйласа илнĕ вырăнта хваттерпе тивĕçтереççĕ. Контракта иккĕмĕш хут çырнă çар çыннисем ипотека программине хутшăнаççĕ, вĕсен 3 çултанах кредит илсе хваттерлĕ пулма май пур.
- "Вĕри" точкăсенче службăра тăракансен ыттисенчен уйрăм çăмăллăхсем пур-и?
- Çапла. Тĕслĕхрен, Чечен республикинче, Таджикистан территоринче вырнаçнă çар чаçĕсенче службăра тăракансен шалăвĕ ыттисеннипе танлаштарсан 1,5 хут пысăкрах. Служба йывăр та кăткăс, ятарлă режимра иртнĕшĕн те хушса тỹлеççĕ.
Службăра 1 уйăх тăни 1,5 уйăхпа танлашать. Çакă Ульяновскри сывлăш çар десанчĕн 31-мĕш бригадинче службăра тăракансене те пырса тивет. Ятарлă çар операцисене хутшăннă чух пĕр уйăха 3 уйăхпа танлаштараççĕ.
Нумаях пулмасть РФ Правительстви салтак-контрактниксене аслă веренỹ заведенийĕсене вĕренме илесси çинчен Постановлени кăларчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, виçĕ çул хушши контракт енĕпе службăра тăнă çар служащийĕ вĕренỹ заведенине конкурссăрах кĕме пултарать - экзаменсене "виççĕлĕх" тытсан та çителĕклĕ. Вĕренỹ тỹлевсĕр пулĕ. Вĕренекен хулана çитме çулталăкне пĕр хут тỹлевсĕр кайма пулать. Енчен те сесси учени вăхăчĕпе тỹр килчĕ пулсан, контрактник экзамена хăш вăхăтра тытмаллине хăй татса парать. Диплом çырнă вăхăтра та çар служащине отпускпа тивĕçтереççĕ.
Çакăн çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсем çар ĕç комиссариатне пырса кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илме пултараççĕ. Ырă сунса кĕтетпĕр.
В. ТОЛМАТОВ калаçнă.