Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш журналисчĕсен XVI съезчĕ

Чăваш журналисчĕсен XVI съезчĕ

Иртнĕ эрнекун Шупашкарта Пичет çуртĕнче Чăваш Республикинчи журналистсен Союзĕн XVI съезчĕ пулса иртрĕ.

Съезда республикăри журналистсен Союзĕн председателĕ В.Комиссаров уçрĕ.

Ĕç органĕсене суйланă хыççăн съездăн кун йĕркине çирĕплетрĕç.

"Чăваш Республикин журналистсен Союзĕн 2001-2005 çулсенчи ĕçĕсем тата творчествăлла пĕрлешĕвĕн задачисем çинчен" республикăри журналистсен Союзĕн председателĕ В.Комиссаров доклад туса пачĕ. Журналистсен Союзĕн контрольпе ревизи комиссийĕн ĕçĕпе унăн председателĕ В.Зырянов паллаштарчĕ. Докладран çакă курăнчĕ: Раççей Федерацийĕн "Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен" калакан саккунне, Чăваш Республикин журналистсен этикин Кодексне пурнăçласа отчетлă тапхăрта журналистсен пуçламăш организацийĕсен пуçарулăхне, вĕсен пурнăçри пĕлтерĕшне ỹстерес тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Журналистсен творчествăлла вĕренĕвне йĕркелесси тĕп вырăнта пулнă. Семинарсем, пресс-конференцисем, тĕп редакторсен кунĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен, предприятисемпе обществăлла структурăсен руководителĕсемпе "çавра сĕтел" ирттересси йăлана кĕнĕ тата ытти те.

Съездра пурĕ 14 çын тухса калаçрĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче журналистсен Союзĕн ĕçне лайăхлатас енĕпе усăллă сĕнỹсем пачĕç.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов хăйĕн сăмахĕнче правленипе секретариатăн Союзăн организациллĕ ĕçне куллен лайăхлатса пыма тăрăшмалли, ку енĕпе творчествăлла пĕрлешĕвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене тăтăшах сỹтсе явмалли, пуçламăш организацисен пултарулăхĕпе пуçарулăхне ỹстермелли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Сỹтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăну турĕç, журналистсен Союзĕн отчетлă тапхăрти ĕçне вăтам хак пама йышăнчĕç.

Съездра творчествăри çитĕнỹсемшĕн журналистсен ушкăнне Раççей Федерацийĕн журналистсен Союзĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Шупашкар хула администрацийĕн грамотисене парса чысларĕç.

Организациллĕ ыйтусем пăхса тухса журналистсен Союзĕн председателĕ пулма В.Комиссаровах, правлени составне - 46, контрольпе ревизи комиссине - 3, секретариата 11 çынран суйларĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



15 марта 2006
00:00
Поделиться