Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Хыпар" хаçатăн 100 çулхи юбилейĕ

"Хыпар" хаçатăн 100 çулхи юбилейĕ

Чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" тухма пуçланăранпа 100 çул çитнине халалласа Шупашкарта, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ савăнăçлă пухăва Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов уçрĕ. Пухăннисене юбилейпе саламланă май, сăмах Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова пачĕ.

Чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕсене çутатас, чĕлхене тата культурăна аталантарас, халăха ăс-хакăлпа этеплĕх воспитанийĕ парас ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн тата хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа "Хыпар" обществăпа политика хаçатне Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăлама Указ кăларни çинчен пĕлтерсе Николай Васильевич çав грамотăна "Хыпар" Издательство çурчĕн генеральнăй директорне - тĕп редактора А.Леонтьева пачĕ.

Хыпарçăсене 100 çулхи юбилейпе саламланă май, Президент хаçат малашне те Чăваш Енĕн экономикипе культура аталанăвне пур енчен те анлăн çутатса пырасса, пĕрремĕш редактор Н.В.Никольский вĕрентсе хăварнине асра тытса Çынна, унăн интересĕсене хỹтĕлессине нихăçан та манмалла маррине тĕпе хурса ĕçлессине шанса тăни çинчен пĕлтерчĕ.

Хаçатра нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн заместительне М.Арланова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята пани çинчен пĕлтерсе ăна çирĕплетекен удостоверени пачĕ, çав знака çакса ячĕ.

Н.Федоров Президент савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатас тĕлĕшпе Раççейре ирттерекен конкурссене активлă хутшăннăшăн РФ ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев "Хыпар" хаçатăн экономика пайĕн редакторне Л.Алексеева Хисеп грамотипе наградăлани çинчен пĕлтерсе çав грамотăна пачĕ тата ăна тĕрлĕ тĕслĕ телевизор парнелени çинчен пĕлтерчĕ.

Савăнăçлă пухура "Хыпар" хаçатăн пархатарлă кун-çулĕ пирки Г.Волков академик, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн III курс студентки Т.Белова, Тутарстан Республикинчи чăвашсен "Сувар" обществăпа политика хаçачĕн тĕп редакторĕ К.Малышев тухса калаçрĕç.

Юлашкинчен уяв концерчĕ пулчĕ.

А. ИЛЬИН.



15 марта 2006
00:00
Поделиться