Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр-пĕрне пулăшар, тăванла ал тăсар

Пĕр-пĕрне пулăшар, тăванла ал тăсар

Районти ача-пăча библиотекине икĕ пине яхăн вулакан çỹрет. Лайăх кĕнеке çамрăк вулакансен ăс-тăнне, тавракурăмне ỹстерме, аталантарма пулăшнине пурте пĕлетпĕр пулин те юлашки çулсенче бюджетран кĕнеке туянма укçа-тенкĕ калама çук сахал уйăрнине пула пирĕн библиотека ачасем валли кирлĕ çĕнĕ кĕнекесенчен пуянлансах пыраймасть.

Эпир мĕнле ĕçлесси, ача-сен ыйтăвне тивĕçтересси кĕнеке фончĕн пуянлăхĕнчен питĕ нумай килет. Уйрăмах вырăс тата ют çĕр-шыв классикĕсен, кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли тĕрлĕ юмахсем, ачасен тавракурăмне ỹстерме пулăшакан кĕнекесем çитсе пыраймаççĕ.

Çакăн пек йывăр тапхăр-та мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕччен районти ача-пăча библиотеки "Кĕнеке парнелетĕп" ыр кăмăллăх акци ирттерет. Районта уйрăм çынсем, пĕрлешỹсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем çак пуçарăва активлă хутшăнасса шанса тăрас килет. Хăвăр пултарнă таран пулăшсан чун-чĕререн тав тăватпăр.

Г. ПЕТРУШКОВА,
районти ача-пăча
библиотекин заведующийĕ.
Пирĕн адрес: Вăрмар поселокĕ,
Чапаев урамĕ, 2 çурт.


15 марта 2006
00:00
Поделиться