Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн улттăмĕш ларăвне район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе тата 2006 çулхи задачисемпе район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин муниципаллă пурлăха тытса пырас тата экономика пайĕн начальникĕн заместителĕ Н.Краснова паллаштарчĕç.

Район аталанăвĕ иртнĕ çул ытларах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕн килĕшĕвĕпе 2003-2006 çулсем валли ятарласа йышăннă Программа тăрăх пулса пынă. Вĕсем тухса каланинчен районти предприятисемпе организацисем финанс енĕпе çирĕпех марри палăрчĕ. Халăх пурнăçĕ лайăхланасси ытларах укçа-тенкĕпе çыхăннă. 2005 çулшăн район бюджечĕн отчетне пурнăçланине çирĕплетесси тата 2006 çулхи район бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев пĕлтерчĕ.

Юлашки вăхăтра районта çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркине пăсасси иртнĕ çулсемпе танлаштарсан ỹсни пухăннă депутатсене те пăшăрхантарчĕ. Районта 2004-2006 çулсенче çул çитмен ачасемпе профилактикăлла ĕçсем ирттересси тата право йĕркисене пăсасран асăрхаттарасси пирки йышăннă ятарлă Программа еплерех пурнăçланса пыни çинчен район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентỹ пайĕпе çамрăксен политикин начальникĕ, çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. Вăлах 2006 çулта районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче улшăнусем пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх 2010 çул тĕлне районта ачасен йышĕ палăрмаллах чакать. Çавăнпа та хăш-пĕр ялсенчи пĕчĕк шкулсене тытса тăма тăкаклă пулнă пирки вĕсене хупса, вĕренекенсене шкул автобусĕсемпе пĕлỹ пухма база шкулĕсене илсе çỹреме тивесси çинчен каларĕ. Ларура ку ыйтусем чи çивĕччисем пулчĕç. Пурне те ачасен шăпи интереслентерчĕ пулас. Депутатсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Пирĕн пуласлăх - ачасенче. Çавăнпа та вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтермелле. Вĕсемшĕн кайран пите хĕретмелле ан пултăрччĕ, терĕç депутатсем пĕр шухăшлăн.

Район халăхĕпе тĕл пулса калаçас йĕркене пурнăçа кĕртессипе райадминистрацин юридици службин сектор заведующийĕ Н.Павлов тухса калаçрĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров Мичурин ячĕллĕ хуçалăх çĕрĕ çинче Ара юхан-шывĕ хĕрринчи посадкăна 1993 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе "Кедр посадки" çут çанталăк палăкĕ тесе палăртни çинчен аса илтерчĕ. Чăваш Республикин законĕпе килĕшỹллĕн çак объекта "Чăваш Республикинчи уйрăмах сыхламалли çут çанталăк территорийĕ" реестра кĕртнĕ. Çавăнпа та пирĕн районти кедр посадкине вăрманăн уйрăмах хаклă участокĕ тесе палăртнине пĕлтерчĕ.

Ларура ытти тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.

Пур ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



15 марта 2006
00:00
Поделиться