Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Суд приставĕсем

о Çын тата саккун

Суд приставĕсем

Иртнĕ çул суд приставĕсен районти служби 8 çул тултарчĕ. Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин суд приставĕсен службин аталанăвĕшĕн 2005 çул пысăк пĕлтерĕшпе палăрса юлчĕ. Çак служба ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕ пулса тăчĕ. Сакăр çулхи тапхăрта йывăрлăхсемсĕр, паллах, пулман, паянхи кун çитĕнỹсем те çук мар. Суд приставĕсен ĕçĕ çăмăл марри каламасăрах паллă, вĕсен ĕçĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕсене, саккунсене, суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртес, ку тĕлĕшпе хăйсен ĕçне вăйлатса тĕллевлĕ витĕм кỹрес тесе пĕтĕм пĕлĕвĕпе пултарулăхне, профессионализмне парса тăрăшаççĕ, çав вăхăтрах прокуратурăпа, районти шалти ĕçсен пайĕпе, судпа тачă çыхăнса ĕçлемелле. Вĕсен ĕç эффективлăхĕ тỹрремĕнех çакăнтан килет те ĕнтĕ.

Пирĕн çĕр-шывра политикăпа экономика реформисен çулĕсенче саккунсене пурнăçа кĕртес ыйту çивĕчрен те çивĕч пулса тăнă. Рынок экономики пĕтĕм çĕр-шывĕпе хăватлăн аталаннă вăхăтра суд приставĕсен корпусĕ пур енчен те хатĕр пулман: профессионаллă кадрсем çитменни, административлă, уголовнăй майпа явап тыттармашкăн полномочисем çителĕксĕр пулни тата ытти те. Çавăнпа та 1997 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче саккун кăларакан органсем "Суд приставĕсем çинчен" тата суд приставĕсен службине çăмăллатма пулăшакан ытти саккунсем йышăннă. Çакă Раççей çĕр-шывĕшĕн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, патшалăхăн, уйрăм çынсен, Раççей çĕр-шывĕн территорийĕнче пурăнакан граждансен саккунлă интересĕсемпе прависене хỹтĕлеме пулăшнă. Çак тапхăртан пуçласа хулара-и, районсенче-и - суд приставĕсен подразделенийĕсем патшалăх влаçĕн тĕп вăйĕ, çирĕп ĕçлекен механизмĕ пулса тăнă.

Юлашки çулсенче Чăваш Республикинчи суд приставĕсен федераллă службин Управленийĕ Раççей Федерацийĕпе илсен пĕрремĕш теçеткене кĕрет. Налук парăмĕсене, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене усрама кирлĕ алиментсене шыраса илес, укçана тỹлессинчен пăрăнакансене уголовнăй право мерисемпе усă курса витĕм кỹрес тата ытти енсемпе те çине тăрса ĕçлеççĕ суд приставĕсем. Тĕрлĕ шайри бюджетсен тупăш пайне кỹресси те приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Паян суд приставĕсен районти службинче 7 сотрудник тăрăшать. Вĕсенчен пай начальникĕ - аслă суд приставĕ В.Данилов, О.Николаева, Т.Петрова, А.Николаев, А.Яковлев, С.Степанов суд приставĕсем, Т.Ефимова оператор хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

2005 çула илсен, суд приставĕсен районти службинче 3347 производство уçнă. Вĕсенчен 2252-шне вĕçленĕ, 18128309 тенкĕне шыраса илнĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче 120 производство уçнă, 65-шне вĕçлесе 81849 тенкĕ шыраса илнĕ.

В. ГУРЬЕВА.



15 марта 2006
00:00
Поделиться