Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăй илсе пырать

о Партисемпе юхăмсем

Вăй илсе пырать

Юлашки вăхăтра Чăваш Енре çеç мар Вăрмар поселокĕнче те "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕ вăй илсе пырать. Пирĕн районта парти йышĕнче 445 çын шутланса тăрать, унсăр пуçне вĕсен ĕçне ырлакансем те сахалах мар. Вăрмар хула-ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" хастарĕсене 29 пуçламăш организаци пĕрлештерсе тăрать.

Çак кунсенче райадминистрацин ларусен залĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулса иртрĕ. Вăрмар районĕнчи хула-ял тăрăхĕсенчен пуçтарăннă 58 делегат политканаш секретарĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В.Александров отчетне итленĕ. Владимир Васильевич юлашки çулсенче вырăнти уйрăм тунă ĕçĕсемпе паллаштарнă. Конференци ĕçне "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ В.Мидуков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов хутшăннă. Конференцире çĕнĕ политканаш йышне пăхса тухнă, 17 çынран суйласа çирĕплетсе хăварнă. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти вырăнти уйрăмĕн политканаш секретарĕ пулма В.Кириллова, унăн заместителĕсене В.Александрова, Г.Петровăна суйланă. Çавăн пекех делегатсем çитес вăхăтра республикăра иртекен отчетпа суйлав конференцие хутшăнма хăйсен шаннă çыннисене палăртнă. Вĕсен шутĕнче район пуçлăхĕ В.Кириллов, райпо совечĕн председателĕ К.Никитин, районти тырă йышăнакан предприяти директорĕ В.Александров. Унсăр пуçне конференцире вырăнти хула-ял тăрăхĕсен çĕнĕ тытăмĕсене пулăшма - "Раççей хăй тытăмлăхĕ" обществăлла организаци тытăмне йĕркелесси пирки сăмах пынă.

П. АЛЕКСЕЕВ.



15 марта 2006
00:00
Поделиться