Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яланах ачасемпе пĕрле

о "Класс ертỹçи - 2006" конкурс

Яланах ачасемпе пĕрле

         РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче 2006 çулта "Пахалăхлă вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртмелле тесе палăртнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта палăртса пирĕн республикăра, районсенче, шкулсенче нумай мероприятисем пулса иртеççĕ. Эпир те Кĕлкешри вăтам шкулта учительсем хушшинче "Класс ертỹçи-2006" конкурс йĕркелесе ирттертĕмĕр. 9 класс ертỹçи хутшăнчĕ конкурса. Ăмăрту 8 номинаципе пулса иртрĕ. Учительсен хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартмалла пулчĕ. Унсăр пуçне комисси членĕсем класс ертỹçисен кулленхи планĕсене, класри тасалăха, мероприятисене хутшăннисене шута илчĕç. Пур ĕçсене те пăхса тухнă хыççăн "Класс ертỹçи-2006" ята 1, 4-мĕш класс руководителĕ Мария Витальевна Данилова тивĕçлĕ пулчĕ. Шкул дирекцийĕ кашни конкурса хутшăнакана тата çĕнтерỹçĕне парнесем парса чысларĕ.

Паллах, çакăн пек конкурссенче çĕнтерни мĕн çинчен калать-ха: пĕрремĕшĕ вăл - çын хăйĕн ĕçне чунтан юратни, иккĕмĕшĕ - яваплăха чи малти вырăна хуни, виççĕмĕшĕ - опыт пысăк пулни.

Мария Витальевна çĕнтернĕ май ун çинчен ытларах каласа хăварас килет. Çав тери тăрăшуллă, ачасене кирлĕ пек юратса ĕçлесе пырать. Чăн та ачасен кулленхи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ытларах класс ертỹçинчен килет. Мĕн лайăххине, начаррине вĕсен ачасемпе пĕрле сỹтсе явмалла. Ачасен вĕренỹри ỹсĕмĕ вĕсене савăнтарать, çĕнĕ шанăç çуратать.

Мария Витальевна яланах ачасем хушшинче. Вăл хăй класĕнчен сахал тухать, тăхтав вăхăчĕсенче ялан ачасемпе пĕрле, вĕсемпе пĕрлех апатланма çỹрет.

Унăн ĕç тĕллевĕсем: ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлỹлĕхе ỹстерме пулăшасси, ачасене халăх традицийĕсене упрама вĕрентесси. Чăн та шкул пурнăçĕ вăл яланах уявсемпе, уроксем хыççăн иртекен тĕрлĕ ĕçсемпе пуян. Шкулта уявсем кăсăклă, çỹлти шайра иртеççĕ пулсан, вĕсем ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхе юлаççĕ, çавнашкал шкула чăннипех савăнăç шкулĕ темелле.

Çак туйăмсене лайăх ăнланса ĕçлесе пырать Мария Витальевна. Малалла та ăнăçу сунатпăр эпир ăна.

С. КОРНИЛОВА,
шкул директорĕн çумĕ.


15 марта 2006
00:00
Поделиться