Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕкленет кĕпер

о Инфраструктура

Çĕкленет кĕпер

Вăрмар поселокĕ çумĕнче кĕпер тăвасси вăй илсех пырать. Çак кунсенче унта пысăк ĕç туса ирттерчĕç - чукун çул урлă тимĕр-бетонран тунă 33 метрлĕ икĕ кĕпер конструкцийĕ вырнаçтарчĕç. Çывăх вăхăтрах тата тепĕр пиллĕкĕшне хумалла.

Çак курăмлă ĕçе туса ирттернĕ вăхăтра унта район пуçлăхĕ В.Кириллов пулнă, Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕн заместителĕпе А.Лепилинпа тата ытти яваплă çынсемпе тĕл пулса строительствăпа çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Н. ШИШКИНА,
райадминистрацин информаци пайĕн
I категориллĕ специалисчĕ.


18 марта 2006
00:00
Поделиться