Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çакă манăн ялăм...

о Ача-пăча валли конкурс

Çакă манăн ялăм...

"КРОС" фирма ял хуçалăх перепиçĕ темипе ачасем валли конкурс йĕркелет. Унта 1-7 класра вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Хальхи ял пурнăçне сăнарлакан ỹкерчĕксем тăратмалла. Ачасен çак пĕлтерĕшлĕ ĕç пирки хăйсем мĕн туйнине, ăнланнине кăтартса памалла. Ун калăпăшĕ альбом листи пысăкăш пулмалла.

"ВСХП-2006!" пирки чи лайăх ỹкерчĕк" конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă автора 13 пин тенкĕ кĕтет, иккĕмĕшне - 6 пин тенкĕ. Конкурс 2006 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен пырать. "Интернет-аудитори хакĕпе чи лайăх ỹкерчĕк" номинацири чи лайăх çамрăк ỹнерçе çынсем "ВСХП-2006" сайчĕ çинче палăртĕç. Унта пур ĕçе те йышăнаççĕ. Анчах та çамрăк ỹнерçĕн ашшĕ-амăшĕ панă автор килĕшĕвĕ кирлĕ.

Ỹкерчĕкпе пĕрле авторăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, миçе çулта пулни, тĕплĕ адрес, хăш шкулта, класра вĕренни, телефон номерĕ пулмалла.

Конкурса кăçалхи майăн 31-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Ун çинчен хаçатсенче, "ВСХП-2006" сайтĕнче вуласа пĕлме пулать.

Конкурс пирки тĕплĕнрех пĕлес тетĕр пулсан райадминистрацин статистика уйрăмне 2-18-01 е 2-19-01 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама пулать. Сăн ỹкерчĕксене кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕччен статистика уйрăмне илсе килмелле.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене жюри палăртать. Унта Росстатăн, вĕрентỹ министерствин, "КРОС" фирмăн ĕçченĕсем, паллă обществăлла деятельсем, журналистсем кĕреççĕ.



18 марта 2006
00:00
Поделиться