Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Орион" лавкка - сире хавас

о Пĕчĕк предпринимательлĕхе _ анлă çул

"Орион" лавкка - сире хавас

Аталаннă пĕтĕм çĕр-шывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Вак предпринимательство аталанăвĕн кăтартăвĕ вак бизнесăн экономикăри социаллă вырăнĕ çинчен калать, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Вак бизнес çине пирĕн халăха ĕçпе тухăçлă тивĕçтерекен, çакă уйрăмах ял-хула тăрăхĕсенче питĕ кирлĕ, унăн право тата пĕтĕмĕшле культурине ỹстерекен, халăх промыслисене аталантаракан фактор пек пăхмалла. Чи кирли предпринимательлĕхе активлă хавхалантарни пулмалла.

Паянхи рынок тапхăрĕнче те уйрăм çынсен лавккисем, суту-илỹ вырăнĕсем умлă-хыçлă уçăлни куç кĕрет. Юлашки вăхăтра уйрăмах пирĕн район центрĕнче вĕсен шучĕ самаях йышланчĕ. Акă, сăмахран, унччен маларах кăна "Универмаг" пушăпа пĕрехчĕ, халĕ пăхатăн та, унăн 2 хутĕнче тавар лăк тулли. Укçи кăна пултăр, пĕтĕмпех туянма пулать.

Манăн сăмахăм ку хутĕнче шăпах çак суту-илỹ çуртĕнчи иккĕмĕш хутра вырнаçнă "Орион" лавкка пирки пырĕ. Кунта халăх ыйтăвне тивĕçтерсе 1000 ытла тĕрлĕ тавар сутаççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорсем, холодильниксем, кĕпе çăвакан машинăсем, компьютерсем, газ кĕртме пур оборудовани, музыка центрĕ, килти кинотеатр, DVD, ăшă шыв кĕртмелли хатĕрсем, сотовăй телефонсем, электричество вăйĕпе апат-çимĕç ăшăтмалли пĕчĕк кăмакасем пурте, пурте пур кунта. Тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор туянас килет-и, тархасшăн: 2500 тенкĕрен пуçласа 60000 тенкĕ, холодильник 5300 тенкĕрен пуçласа 30000 тенкĕ, сотовăй телефонсем - 1200 тенкĕрен пуçласа 15000 тенкĕ таранах. Тỹрех туянма укçи-тенки çитмест тетĕр-и? Уншăн пĕрре те кулянма кирлĕ. "Орион" лавкка сире укçасăрах таварне туянтарать. Малтанлăха туянаканăн паспорчĕ кăна кирлĕ. Холодильник, тĕслĕ телевизор е ытти япала туянакан илнĕ таварăн хакне пĕчĕккĕн 10 уйăхра е ытларах вăхăтра та тỹлесе татма пултарать. Çакна та палăртма кăмăллă: 7 уйăх таран кредит проценчĕ çук. Тепĕр майлă каласан кредит нуль процент. Укçа-тенкĕпе туянакансене тавар хакне 10 процент чакараççĕ. Калăпăр, сирĕн холодильник 10000 тенкĕ тăрать пулсан "Орион" лавкка вара ăна 9000 тенкĕпе сире кăмăлпах парать. Ку вара çемье бюджетне те чылай перекетлет. 2-3 тĕрлĕ тавар туянтăн пулсан вара, хисеплĕ вулаканăм, пĕр пин çеç мар перекетлетĕн, тепĕр кирлĕ тавар та туянма пултаратăн.

"Орион" лавкка кашни тавара гаранти вăхăчĕпе парать. Акă холодильнике - 3, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизора 1 çул таранччен гаранти вăхăчĕпе туянма пулать.

Кил - çурта хăтлăх, илем кĕртес тесен сĕтел - пукан пуххи, çемçе диван, кресло, кухньăра вара хăйĕн гарнитурĕ кирлĕ. Ку таварсем те пĕтĕмпех "Орион" лавккарах пур. Мĕнле тавар килĕшет, çавна суйласа ил те заказ пар. Заказ тенĕрен, ăна вара киле çитерсех параççĕ, уншăн укçа илмеççĕ.

"Орион" лавккан пысăк уявсенче тавар туянакансене ятарласа парнесем парасси те йăлана кĕнĕ. Акă нумаях пулмасть пирĕн поселокра çак лавкка уçăлнă чухне "Хавас" эстрада ушкăнĕ, чăвашсен паллă эстрада юрăçисем хăйсен юрри - кĕввисемпе халăха чылайччен савăнтарчĕç. Унпа пĕрлех халăх та кирлĕ таварсене кăмăлласах туянчĕ.

Юлашкинчен çакна палăртмалла: хальхи вăхăтра "Орион" лавкка республикăн тĕрлĕ районĕсенче уçăлнă. Канаш, Улатăр хулисенче, Комсомольски, Вăрнар, Шăмăршă районĕсенче çак лавккан таварĕсене кăмăллаççĕ, туянаççĕ. Апла пулсан, хисеплĕ вулаканăм, сире те "Орион" лавккана çитсе курма , хăвăра кирлĕ паха тавар туянма чĕнетпĕр.

З. ПАВЛОВА.



18 марта 2006
00:00
Поделиться