Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван Ене савса тăратăп...

о Санăн çыннусем, район

Тăван Ене савса тăратăп...

(Артист монологĕ)

Ачалăхăм... Асран кайми самантсем... Шухăша ỹкетĕп те куçăм умĕнче тăван кил таврашĕнчи лаптăкра симĕс курăк çийĕн çарран чупса çỹренисем кино кадрĕсем пек туха-туха тăраççĕ: çумăр хыççăнхи кỹлленчĕке пĕчĕк тяппасемпе çат-çат тутарса йĕри-тавралла фонтан пек сирпĕтнисем, пĕр-пĕрне кам ытларах йĕпетет тесе шỹтле-шỹтле ăмăртнисем... Хĕлле тата... Юр хĕвсе кайнă Кăпшар çырминче чикĕл-макăль вылянисем, çунашкапа ярăннисем. Çие тăхăнма путлĕ тум-тир те пулман-тăр, çухăрашакан хырăма лăплантарма çимĕçĕ çитеймен-тĕр. Пулинех! Ара, ним хуйхă-суйхăсăр иртекен ачалăхран хакли мĕн пултăр-ха?! Çутă та илемлĕ, чуна çывăх самантсем.

Аттепе анне колхозра ĕçлетчĕç. Ун чухне укçа тỹлемен, "ĕçкунĕ" çырса панă. Ачисем улттăн тан, пурте вĕренеççĕ: кĕçĕннисем шкулта, аслă пичче Мишша - ял хуçалăх институтĕнче, Фая аппапа Коля пичче Канашра педагогика училищинче пĕлỹ пухаççĕ. Паллах, вĕсене ытларах пăхмалла, пулăшмалла. Килтисем çумрах, çитменнине çитерĕпĕр, çуккине пĕрле пайлăпăр, тенĕ пуль аттепе анне. Аслисен тум-тирĕ кĕçĕннисене юранă, вĕренỹ хатĕрĕсем темиçе çула чăтнă. Таса пулнă, тирпейлĕ çỹренĕ. Çĕр улмипе уйранран ытла хапсăнман эпир. Ачалăхри йывăрлăхсене ытла аса илместĕп, аттепе анне пире ỹстерсе çын тăвас тесе ăшталаннисем, кунĕн-çĕрĕн нушаланнисем асран каймаççĕ.

Сăвап вĕсене!

Кĕтеснерти шкулта тăхăр çул вĕреннĕ хыççăн артист пулса тăрасси çинчен шухăшламан та, ĕмĕтленмен те. Ара, тĕнче, çут çанталăк илемне хут çине ỹкерсе кăтартас туртăм ачаллах амаланчĕ те пушă вăхăтра алăран кăранташпа перо, сăрăпа киçтĕк кайман та темелле. Художник пулма пỹрмен çав. Фая аппа патне Шупашкара кайсан ăнсăртран тенĕ пек пĕр арçынна тĕл пултăмăр. Вăл аппана паллать-мĕн, пукане театрĕн директорĕ Иван Ксенофонтов иккен, "евчĕ" пулса мана хăйсем патне йыхăрчĕ. Килĕшмелле-ши? Ачалăхри ĕмĕт вара, художник пуласси?!

"Театр-искусствăн пĕр тĕсĕ. Артистăн, хуть мĕнле роле вылясан та, художник пулмалла. Артистăн тĕрĕссипе суййине, хуррипе шуррине, лайăххипе начаррине куракана кăтартмалла", -çапла вĕрентрĕ Т.Морева режиссер ĕнерхи шкул ачине.

Сăвă калаттарчĕç, юрлаттарчĕç, сасса тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. Унтан: "Сана ĕçе илетпĕр", - терĕç. Артист пулса тăтăм. Темиçе çул хушшинче тĕрлĕ спектакльте паж, сысна, юман йывăç, салтак тата ытти рольсене вылярăм. Халиччен тăван ялăмпа Шупашкартан тухса курманскерĕн, ытти районсемпе кỹршĕллĕ республикăсене те çитсе куртăм. Ах, тĕнче!

1971 çултанпа Çамрăксен театрĕн артисчĕ. Çав вăхăтра икĕ çул салтак пăтти çирĕм, Çĕрпỹре культурăпа çут ĕç училищинче вĕрентĕм. Акă ĕнтĕ хĕрĕх çула яхăн юратнă ĕçĕмре. Тĕрлĕ роль вылярăм: иккĕмĕш планрисене те, тĕп вырăнтисене те. Ыррисене те, усаллисене те, çамрăккисене те, аслă çултисене те, ачасене те, мучисене те...

"Çуллахи каç", "Ялта", "Шăпчăк мĕншĕн юрлать-ши?", "Аппăшĕпе йăмăкĕ", "Аслă ывăл", "Вăрланă телей" драмăсемпе комедисенче чăваш каччине Сашăна, чăваш хресченне Ванюка, Шукшин геройне, хулара пурăнакан Ивана, Марк ятлă вырăса, Бусыгин студента, Михайло украина сăнларăм. Драма, камит, фарс водевиль-театр жанрĕсем тĕрлĕрен. Пĕр спектакльте кулмалла вылятăн, тепринче-хурлантаратăн, хăв та пĕрлех хурланатăн.

Ман шутпа, артист хăйĕн ĕçне çав тери тĕплĕ, чун-чĕререн парăнса тăракан çын кăна мар. Ун пек çынсем кирек ăçта та пур. Вăл ытларах хăйĕн пурнăçĕпе мар, театр тата сăнарсен пурнăçĕпе пурăнать. Хама илес пулсан, нумай чухне шăпах çапла. Астăватăп: "Каçкỹлĕм" спектакль хатĕрленĕ кунсенче мана хам вылякан сакăр вунă çулхи старикĕн шăпи хытă шухăшлаттарчĕ. Эпĕ вăл çынна пĕтĕмпех ăнлантăм пулас: мĕн тери йывăр ăна, мĕнлерех ыратать унăн чунĕ. Килте çĕр улми шуратса ларнă чухне те унăн сăмахĕсене каласа лараттăм: "Ах, ачасем, ачасем, ытла ăслă çуралтăр, калама çук. Сирĕншĕн космос та тĕлĕнтермĕш мар..." Хăв та сисместĕн, чун кỹтсе килет те, макăрса яратăн ăна шеллесе. Вара ачасем чупса пыраççĕ: "Атте, мĕн пулчĕ санпа? Кампа калаçан?" Çапла, хăвăн пурнăçупа юнашар тепĕр пурнăç, сăнарсен шăпи. Эсĕ пĕрмай ĕç тыткăнĕнче, вăл ниçта та вĕçертмест сана: килте те, урамра та, тепĕр чухне çывăрса выртнă чух та.

Пĕлетĕр-и, хĕрĕх çула яхăн хулара пурăнатăп, хăнăхса çитейместĕп. Шупашкара килсен пĕрмай яла туртатчĕ. Кĕтеснер çĕрĕсене курма кайсан, каялла таврăннă чухне чул кĕпер айĕнчен иртсе хулана тухаттăмăрччĕ те чĕре сỹ-ỹ! туса илетчĕ. Тăвăрччĕ мана "чул купи" хушшинче. Эпĕ тăван ялăмран кĕлеткепе уйрăлсан та - мĕн тăвăн, Шупашкарта ман хваттер, çемье, ачасем, юратнă ĕç - чунăм Кĕтеснертех. Тăван ялăм маншăн - чи пысăк пуянлăх. Вăл мана пултарулăхра куллен кирлĕ хăват, хавхалану парать.

Юлашки çулсенче сцена çине çĕнĕ спектакльсем час-часах кăларатпăр, кинофильмсем ỹкеретпĕр, унта-кунта тухса çỹретпĕр. Иртнĕ çул Турцие кайса килни, хамăра унта чăвашлăх енчен кăтартни ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ. Халĕ, ак, куракансене "Ехрем хуçа" спектакльпе савăнтаратпăр.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕн артисчĕн В.ПАВЛОВ монологне В. ЦЫФАРКИН йĕркелесе çырнă.

РЕДАКЦИРЕН: Чăваш халăх артисчĕ, В.Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ, Кĕтеснер ялĕнче çуралса ỹснĕ Василий Иванович Павлов çак кунсенче 55 çул тултарнине паллă турĕ. Пултаруллă ентешĕмĕр сумлă менельникĕнче те сцена çинче, темиçе спектакльте вылярĕ, репетицисем ирттерчĕ.



18 марта 2006
00:00
Поделиться