Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аталану никĕсне хывар

о Ял хуçалăхĕ

Аталану никĕсне хывар

Хресчен лаши лавне пĕр тикĕссĕн, тỹлеккĕн туртнă хушăрах кайри ури çине чĕвен тăрса каялла чакрĕ. Шăп та лăп çак самантра районти колхозсемпе совхозсем такана çинчи шыв пек чỹхене пуçларĕç. Ячĕсене те улăштарса пăхрĕç, пĕр хуçалăхран икке, виççе те пайланчĕç, пуçлăхĕсем те улшăнчĕç. Анчах усси пулмарĕ, начарри пурпĕрех тайса илчĕ. Пур çын та хресчен ĕçне пурнăçлаймасть тенĕ пек районти чылай хуçалăхсем пĕтсе ларчĕç. Çав хушăрах çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ, çĕннинчен çĕнни шыракансем те пур. Мĕншĕн çапла икĕ енлĕ сăн ỹкерчĕк килсе тухрĕ-ши? Юлашки вăхăтра пурте ял хуçалăх отрасльне çĕклесе ярасси пирки калаçма пуçларĕç. Ĕçлеме ỹркенменнисене, çĕре юратакансене патшалăх енчен те тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру еплерех-ха, патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса вăй хума пултаратпăр-и? Çак ыйтусемпе кăсăкланса райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе Л.ПЕТРОВПА тĕл пулса калаçрăмăр.

"Эсир питĕ тĕрĕс ыйту хускатрăр, çакă мана хама та тахçантанпах канăç памасть. Районти хуçалăхсем пĕтсе ларни вĕсем рынок условийĕсене чăтайманнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра "Бишевский", "Слава", "Пинер", "Кинчерское", "Орнарский", "Авангард", "Шоркистринский", "Кубня", "Новый Путь" хуçалăхсем панкрут процедурине ирттереççĕ. "Заря", "Чиршсирминский", "Систебинский", "Тансаринский" хуçалăхсем вуçех те ĕçлемеççĕ, анчах та панкрут процедурине те ирттермен. "Яниковское" хуçалăх панкрута тухас патнех çитнĕ. Çакăн пек условисенче районта ял хуçалăх отрасльне аталантарас енĕпе малашлăх плансем епле тумалла-ха? Çăмăлах мар пулин те алла усса ларма шухăшламастпăр. Тĕслĕх илмелли хуçалăхсем пĕтмен-ха пирĕн. "Арабоси" агрофирмăпа "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин опычĕсемпе усă курмалли, вĕренмелли пайтах. Ку хуçалăхсен пуçлăхĕсем чăннипех те ĕç майне пĕлеççĕ. Инвестицисене те явăçтараççĕ, халăха та ĕçлеттереççĕ, патшалăх кредит паракан укçа-тенкĕпе те туллин усă кураççĕ. "Çĕр ĕçлекен çынна юратать" тесе ахальтен каламан ĕнтĕ мĕн ĕлĕкрен. Ку хуçалăхсем хăйсене çирĕплетсе панă çĕрпе те тухăçлăн усă кураççĕ, кỹршĕсен усăсăр выртакан çĕрĕ çинче те продукци туса илеççĕ. "Арабоси" агрофирма иртнĕ çул "Дружба" хуçалăхăн пулнă 1064 гектар çĕрне, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики" "Ковали" хуçалăх çĕрне 346 гектар сухаласа акрĕç. Паянхи куна çак икĕ хуçалăхĕ те Мăнçырма, Аслă Чак, Кавал ялĕсен тăрăхĕсенчи çĕрсене илсе ĕçлеме хатĕр. Çавăн пекех "Средний Аниш" хуçалăх Урнар ялĕн çĕрне 500 гектар илсе акасшăн.

Хаксем пур енĕпе те ỹссе пынине шута илсе пирĕн çĕнĕ технологипе ĕçлеме пултаракан техникăсем туянассипе питĕ нумай ĕçлемелле. Ку енĕпе Арапуçсем активлă. Юлашки икĕ çул хушшинче икĕ МТЗ 12-21 трактор, КПИР-3,6 - 2 культиватор, выльăх-чĕрлĕх валли апат çулса пухакан "Ягуар" комбайн тата кăкарса ĕçлемелли роторлă косилка туянчĕç. Çакă выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеме тăкаксăр та, меллĕ те.

Ял хуçалăх производствинче ĕçлеме кăçал пĕрре те çăмăл пулмасть. Мĕншĕн тесен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕн килĕшĕвĕ тăрăх 28,940 тонна тĕш тырă - пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 хут нумайрах, 2,7 пин тонна çĕр улми, пахча çимĕç иртнĕ çулхинчен 5 процент ытларах, сахăр кăшманĕ 6 пин те 890 тонна туса илмелле. Аш-какай, çăмарта, сĕт туса илессине те чылай ỹстерме тивет. Кăçалхи çур акинче 7147 гектар çинче çурхи культурăсене акса хăвармалла. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама сахалтан та 14 миллион укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа та хуçалăхсен çăмăллатнă кредит илме тăрăшмалла. Тухăçлă тыр-пул туса илсен, выльăх-апачĕ хатĕрлесен выльăхсен йышĕ те ỹсĕ, продукци те ытларах пулĕ. Çакă вара ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕн никĕсĕ".

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.



22 марта 2006
00:00
Поделиться