Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чавса çывăх та çыртма çук

о Çул çитменнисене - тимлĕх

Чавса çывăх та çыртма çук

Кашни çын çĕр çине телейлĕ пурăнма килет. Ăраскалĕ вара пурин те пĕр пек мар. Çамрăк вăхăтра йăнăшасси те час-часах пулать, ỹссе çитĕнсен вара çакăншăн ỹкĕнмеллипех ỹкĕнетпĕр. Анчах чавса çывăх та çыртма çук.

Район прокурорĕ çумĕнчи ĕçлĕ ушкăнăн черетлĕ ларăвĕнче çул çитменнисем хушшинче йĕркене пăсакан ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тата ачисемпе çивĕч калаçу пулса иртрĕ.

"Çул çитменнисем хушшинче право йĕркине пăсасси ỹссе пыни общественноçа, шкулсене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене хытах пăшăрхантармалла: çитĕннисем - ашшĕ, амăшĕсем, педагогсем, право сыхлавĕн органĕсем, пĕтĕм общество - ачасене воспитани парас ĕçе тивĕçлипе туса пырайманни çинчен каламаççĕ-и-ха", - тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне район прокурорĕ С.Павлов.

"Тĕрĕс воспитани парас вырăнне хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ачисене самантлăха "ăс парса" илни тата вĕсене тĕрĕс мар хỹтĕлени ачасен психикине пăсни кăна пулать. Çавăнпа та çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассине асăрхаттарасси, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси чи малтанах çемьерен пуçланать, кайран вара тин общественноç айăплă, мĕншĕн тесен ачасен кашни хусканăвне, шухăш-кăмăлне чи малтан килте туяççĕ. Çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассинчен сыхланас тĕллевпе прокуратура çул çитмен ачасен инспекцийĕпе тата комиссийĕпе пĕрле ачасем çинчен калакан законсене пурнăçласа пырас, вĕсен прависемпе законлă интересĕсене хỹтĕлес ыйтусене тăтăшах тĕрĕслесе пыма тăрăшрĕ пулин те ачасем саккуна пăсса тĕрлĕ преступленисем тăвасси ỹссех пычĕ. Хăш-пĕр шкулсенче 12-16 çулхи ачасем уроксенчен сăлтавсăр нумай юлнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ, тĕрлĕрен хулиганла пĕчĕк ĕçсем тăваççĕ. Çаксене пурне те çийĕнчех пăхса тухса тỹрĕ çул çине тухма пулăшас тесе тăрăшатпăр", - терĕ районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ С.Михайлова.

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулти педагогсем - И.Иванова, И.Ильина, И.Чеснакова çул çитмен ачасене тĕрĕс воспитани парасси пиркиех тухса калаçрĕç. Ку хутĕнче вĕсене çак шкулта 6 - 7 класра вĕренекен çул çитмен арçын ачасем саккуна пăхăнса пурăнманни, тĕрлĕрен хулиганла пĕчĕк ĕçсем туни пăшăрхантарчĕ. Çак ачасен ашшĕ-амăшĕсене - Н.Григорьевапа Н.Александрова ачисем уроксене йĕркеллĕ çỹременни, право йĕркисене час-часах пăсма хăтланни пирки асăрхаттарчĕç. Ачасене килте тивĕçлĕ воспитани парассишĕн вăй хумалли пирки аса илтерчĕç. Вĕсен çул çитмен ачисене тĕрĕс çул çине тăрса тỹрленме пĕр уйăхлăх вăхăт парса хăварчĕç.

Юлашкинчен кун пек тĕслĕхсем тек ан пултăр тесе çине тăрса ĕçлемелли пирки хыттăнах асăрхаттарса каларĕ район прокурорĕ С.Павлов.

А. АНТОНОВА.



22 марта 2006
00:00
Поделиться