Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кайăк грипĕ хăратать

о Ыйтăр - хуравлатпăр

Кайăк грипĕ хăратать

Çĕр-шывăн кăнтăр районĕсенче кайăк грипĕ сарăлма пуçлани пурне те пăшăрхантарать. Çак чиртен мĕнле сыхланса юлма пулать?

Н. ИВАНОВА.
Пысăк Енккасси ялĕ.

Çак ыйту çине патшалăхăн районти тĕп ветеринари инспекторĕ Л.Щукина хуравлать:

"Ку чиртен сыхланма кайăк-кĕшĕке вакцинаци тумалла. Эмелсене района çак уйăх вĕçĕнче е апрель пуçламăшĕнче илсе килмелле. Вакцинăсене пасартан е аптекăсенчен туянма юрамасть. Вĕсемпе патшалăхăн ветеринари служби кăна тивĕçтерме пултарать. Кайăк-кĕшĕке халĕ витесенче тытмалла, апатне тул енне е картишне пама юрамасть. Вĕçсе килекен вĕçен кайăксене хăваласа ямалла, вĕсене хур-кăвакалсемпе е чăх-чĕпсемпе явăçма памалла мар. Вакцинаци тунă хыççăн вара чир хăрушлăхĕ сирĕлет".



22 марта 2006
00:00
Поделиться