Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Н. Федоров Президент - пирĕн районта

о Ĕçлĕ çул çỹрев

Н. Федоров Президент - пирĕн районта

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ В.Филатов, унăн заместителĕ А.Лепилин, "Чăвашавтодор" патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорăн ĕçĕсене туса пыраканĕ В.Пименов ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулнă май, чукун çул урлă кĕпер хывакан вырăнта пулнă, çул-йĕр строительстви епле пынипе тĕплĕн паллашнă. Чи малтанах ЧР Президенчĕ Н.Федоров строительство объектĕнче район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа тĕл пулнă.

Цивилизаци вăл - лайăх çулсем. Çул-йĕр тăвас ĕç пирĕн районта еплерех пынипе интересленчĕ Н.Федоров Президент. Çакна палăртмалла: пирĕн районшăн ку пысăк калăпăшлă, халăха кирлĕ ĕç. Хальхи вăхăтра чукун çул урлă каçма та çăмăлах мар. Сехечĕ-сехечĕпе переезд уçасса кĕтмелле. Унсăр пуçне авари пулас хăрушлăх та пур. Çакă тата ытти çивĕч ыйтусене шута илсе кĕпер хывас тĕллев лартнă та. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Федераллă çул-йĕр агентствипе килĕшỹ туса иртнĕ çул строительство ĕçĕсем пуçланă. Ку ĕçсене тума 300 миллион тенке яхăн уйăрма пăхнă. Иртнĕ çул федераллă бюджетран 100 миллион, республика бюджетĕнчен 9 миллион тенкĕ хывнă, 3,8 километр тăршшĕ çул тунă. Унсăр пуçне 33 метрлă кĕпер конструкцийĕсем 7 вырнаçтарнă.

"Пирĕн Чăваш Ене укçа-тенкĕ хывма юрать, мĕншĕн тесен пирĕн халăх çанă тавăрса ĕçлет. Чукун çул урлă кĕпер хывни Вăрмарсемшĕн те, республикăшăн та паллă пулăм. Çак строительство ĕçĕсем тунипе пĕрлех Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çĕнĕ пурнăç пуçланать. Кăçал октябрь уйăхĕ вĕçĕнче ку ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлемелле", - терĕ Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров. Унпа пĕрлех Николай Васильевич журналистсене, хăнасене, пур халăха та кĕпер уçма килме чĕнсе хăварчĕ.

Юлашкинчен Н.Федоров Президент, район пуçлăхĕ В.Кириллов район администрацийĕнче ĕçлĕ калаçу ирттернĕ, районăн экономикăпа социаллă ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.

З. ПАВЛОВА.



22 марта 2006
00:00
Поделиться