Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çынсен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн

Çынсен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн

Юлашки вăхăтра ĕç çукки пирки ỹпкелешсе калаçакансем час-часах тĕл пулаççĕ. Тĕрĕсех-ши çакă? Хăшĕ-пĕрисем районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса пыраççĕ. Теприсем кунтан тухма та пĕлмеççĕ темелле. Март уйăхĕ тĕлне миçе çын кунта килнипе тата миçе çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтернипе интересленсе кунти ертсе пыракан специалистпа Г. НИКОЛАЕВĂПА калаçрăмăр.

Кăçалхи март уйăхĕ тĕлне 420 çын учетра тăрать. Çав шутра ялта пурăнакансем - 300. Пенси çулĕ çитиччен ĕçсĕр тăрса юлнисем - 23. 16 çултан пуçласа 29 çула çитичченхисем - 105, техникумсемпе профессиллĕ училищĕсем вĕренсе пĕтернĕ 18-20 çулхи çамрăксем - 2, аслă пĕлỹллĕ агрономсем - 8 çын, зоотехниксем - 4, экономистсем - 5, ветеринари врачĕсем - 2, инженер-механиксем - 4. Ку специальноçлă кадрсем чылайранпах ĕç вырăнĕсĕр, мĕншĕн тесен районта ял хуçалăх предприятийĕсем вуçех ĕçлемеççĕ тесен те тĕрĕс пулать пулĕ. Чылайăшĕн ячĕсем кăна сыхланса юлнă. Пĕрне те ял хуçалăх специалисчĕсем кирлĕ мар, мĕншĕн тесен пирĕн пата пĕри те ыйтса çырман.

Учета тăнисенчен 51-шне вĕренме янă. Кам компьютер ăсталăхне алла илесшĕн, кам водитель, повар-кондитер, бухгалтер, газоэлектросварщик, электромонтер пуласшăн тата ытти те. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă обществăлла майпа ĕçлеме те вырнаçтараççĕ. Халĕ "Шигали" хуçалăхпа, сĕт завочĕпе, районта çул çитмен ачасемпе ĕçлекен социаллă реабилитаци центрĕпе килĕшỹсем тунă. Çавăн пекех, шкул ачисемшĕн тăрăшса, райпо системипе обществăлла майпа ĕçлеме килĕшсе талнă. Ĕçлесе кăштах та пулин укçа тăвас тесе шухăшлă ачасем уроксем хыççăн тĕрлĕ кирлĕ мар çĕтĕксем, макулатура пуçтараççĕ.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тĕллевĕ - халăх ыйтăвне туллин тивĕçтересси. Кашни çын хăй суйласа илнĕ профессипе ĕç вырăнĕ тупса вăй хурасса шанатпăр.

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.



25 марта 2006
00:00
Поделиться