Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлемелли чылай

Ĕçлемелли чылай

"Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учреждени ĕçченĕсем хваттер хуçисен ыйтăвĕсене туллин, пахалăхлă тивĕçтерессишĕн чылай тăрăшаççĕ. Пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ, ăшă парассине тивĕçтернинчен тытăнса йăлара усă куракан каяшсене илсе тухни таранах. Кăçалхи февраль уйăхĕнче тĕрлĕ ыйтусемпе граждансенчен 5 заявлени килнĕ. Вĕсене пурне те регистрацилесе пăхса тухнă.

Поселокри пурăнмалли çурт-йĕре, шыв пăрăхĕсене, канализаци системине, ăшă паракан пăрăхсене юсассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттеретпĕр. Молодежная урамри 14, 16 çуртсенчи, Порфирьев урамĕнчи 13 çуртри подъездсенче электропроводасене улăштарнă. Çак ĕçсене туса ирттерме укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Анчах хваттер хуçисенчен чылайăшĕ коммуналлă пулăшушăн укçа вăхăтра тỹлемест. Акă кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне кăна çак парăм 1 миллион та 40 пин тенкĕпе танлашнă. Енчен те хваттер хуçисем хăйсен парăмĕсене татмаççĕ пулсан, вĕсен суд умĕнче явап тытма тивет. Кăçалхи февраль уйăхĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тỹлемен граждансенчен укçа-тенкĕ шыраса илме 20 ĕç хатĕрленĕ, парăмсене татмашкăн 53 çынна уведомлени панă. Парăмсене вăхăтра татсан, пулăшу пахалăхĕ те ỹсĕ.

В. РОМАНОВ,
тĕп специалист.


25 марта 2006
00:00
Поделиться