Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Газ усăллă ялкăштăр

о Специалист канашĕ

Газ усăллă ялкăштăр

Юлашки çулсенче пирĕн районта газ кĕртесси пысăк шайра пулса пычĕ. Иртнĕ çул районĕпе 53 километр тĕрлĕ пусăмлă газ пăрăхĕсем хунă. 1210 килте "кăвак çулăм" ялкăшма пуçларĕ. Хальхи вăхăтра кашни ялтах çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ. Газ пăрăхĕ хурасси Шăхаль ялĕнче кăна юлнă. Кунти ĕçе подрядчик çитес вăхăтра вĕçлеме шантарать.

Паянхи кун районĕпе 7504 килте çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ е çакă 59 процентпа танлашать. Баллонсемпе усă куракансен йышĕ 1412 кил, урăхла - 11 процент.

Газ кĕртес текенсем нумай-ха. Малашне ку ĕç харпăр хăйĕнчен кăна килет.

Çут çанталăк газĕ пирĕн пурнăçра пысăк шайра тăнине пурте пĕлеççĕ. Унпа усă курма питĕ меллĕ, вăл çын пурнăçне нумай çăмăллатать. Çакă вăл газпа тĕрĕс усă курнинчен те нумай килет. Январьпе февраль, март уйăхĕсенче кунсем питĕ сивĕ тăчĕç. Сивĕ çанталăка пула газ хуранĕсен мăрйисем шăнса пăрланса ларнă тĕслĕхсем пулнă. Çакă хурансене лайăх ĕçлеме чăрмантарать е вуçех сỹнтерсе лартать. Енчен те газ хуранĕ çинче туртăм автоматики ĕçлемест е çук пулсан çунса пĕтмен газ шăрши пỹлĕме тулать, ытти çĕре хушăксенчен сарăлать. Унта çывăракан е ларакан çынсене аптратма пултарать. Çавăнпа та газ приборĕсем ларакан вырăнта çывăрма юрамасть. Унăн пỹлĕмĕ уйрăм пулмалла, алăкĕ лайăх хупăнса тăмалла.

Иртнĕ сивĕ кунсенче республикăпа илсен мăрьесем шăнса ларса пỹлĕме сĕрĕм тухнипе 12 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Етĕрне тата Куславкка районĕсенче пĕр килтен виçшер çын вилнĕ. Нумайăшĕн сĕрĕм тивнипе больницăра выртса сипленме тивнĕ. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та пулнă.

Инкек ан пултăр тесен çакăн пек ĕçсем туса ирттермелле: газ хуранĕ çинчи автоматикăна тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла, ĕçлемесен "Вăрмаргаз" предприятине пĕлтерсе кунти специалистсене юсаттармалла. Сивĕ тата ытти кунсенче те туртăм вăйне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. Ăна çакăн пек тĕрĕслемелле: ĕçлекен кăмакана пăхмалли шăтăк патне çутнă шăрпăк илсе пымалла, йĕркеллĕ ĕçлекен хуран çулăма шалалла туртса кĕмелле. Енчен те каялла тапать пулсан газ хуранне чармалла, мăрьене тĕрĕслемелле, "Вăрмаргазăн" авари службине пĕлтермелле.

Сивĕ вăхăтра ытларах мăрье вĕçне тимĕр, е асбестран тунă пăрăхсем лартнă мăрьесем шăнса лараççĕ. Май килнĕ таран вĕсене улăштарса кирпĕчрен купаламалла е шăнман материалпа изоляци тумалла.

Туртăм автоматики çук хурансене ("Конард", "Вятско"-Полянск", "Сигнал-маш", АОГВ-11,6 йышшисем) улăштармалла, е асăрханса усă курмалла. Районта сĕрĕм тивнĕ çынсем "Конард", "Сигнал-маш", йышши кăмакасемпе усă курнă.

Газ плитисемпе те тĕрĕс усă курмалла. Унпа конфоркăсене, духовкăна чĕртсе пỹлĕме ăшăтма юрамасть. Кухньăри вентиляци шăтăкĕсем уçă, вĕсенче туртăм пулмалла. Газ баллонĕсемпе те пĕлсе усă курмалла. Вĕсене ятарласа вĕреннĕ çын улăштармалла. Улăштарнă чухне пирус туртма, шăрпăк чĕртме юрамасть. Çывăхра çунса тăракан кăмака пулмалла мар. Баллон улăштарнă хыççăн çыхăнтарнă вырăнсене газ тухнипе тухманнине супăнь кăпăкĕпе тĕрĕслемелле. Газ баллонĕ илнĕ чухне пирĕн слесарьсем асăрханулăх правилисене кашнинчех аса илтереççĕ.

Пирĕн районта газ пăрăхĕсем 541 километра яхăн, вĕсенчен 404-шĕ çĕр айĕнче.

Çĕр çийĕнчи газ пăрăхĕсене тĕрлĕ техникăпа пырса кĕрсе ватма пултараççĕ. Акă пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче Шăплат ялĕнчи газ пăрăхĕсене икĕ хутчен КамАЗ автомашинăпа пырса кĕрсе сиен кỹнĕ. Çавăнпа та водительсен çул çỹреве тухсан асăрхануллă пулмалла.

Çĕр айĕнчи газ пăрăхĕсене çĕр чавнă чухне амантма пултараççĕ. Кĕçех тĕрлĕ çĕр ĕçĕсем тумалли вăхăт çитет. Çĕр чавма пуçличчен малтан "Вăрмаргаз" предприятине пырса газ пăрăхĕсем ăçта выртнине ыйтса пĕлмелле, ордер илмелле. Çурт валли фундамент чавиччен те çак ĕçсене туса ирттермелле.

Çанталăк майĕпен ăшăтса пырать. Çĕр ăшăнса пынă май унăн сийĕ вылянать, çакă газ пăрăхĕсене сиен кỹме пултарать. Вĕсем тĕрлĕ сăлтавпа çурăлма пултараççĕ. Çурăлнă вырăнтан газ тухса тăма тытăнать. Тухакан газ çĕр çурăкĕпе тата çĕр айĕнчи тĕрлĕ коммуникаципе путвалсенче, подъездсенче, çуртсен пĕрремĕш этажĕсенче пухăнса тăма пултарать, сирпĕнсе каяс хăрушлăх килсе тухать. Çакăн пек вырăнсене алăк, кантăк уçса уçăлтармалла, "Вăрмаргаз" авари службине "04" телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле. Газ тухакан вырăнтан, пỹлĕмсенчен çынсене илсе тухмалла. Авари служби киличчен хурал йĕркелемелле. Кун пек чухне çутă çутма, сỹнтерме, пирус туртма, шăрпăк чĕртме юрамасть.

Пĕлтĕр çуркунне çурхи шыв газ пăрăхĕсем хунă вырăнсене нумай çурса кайнă тĕслĕхсем пулнă. Кăçал та Шăхаль ялĕнче газ пăрăхĕсене çĕрпе хупламан. Енчен те эсир газ пăрăхĕ хунă вырăнсенче шыв капланса тăрать е ун тăрăх юхать пулсан унăн çулне аяккалла пăрса яма тăрăшăр, "Вăрмаргаз" авари службине пĕлтерĕр.

А. РОМАНОВ,
"Вăрмаргаз" филиалăн тĕп инженерĕ.



25 марта 2006
00:00
Поделиться